АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕр улми уявĕ Шупашкарта– виççĕмĕш хут

22 февраля 2011 г.

Регионсем хушшинчи “Çĕр улми. Пахча çи-мĕç–2011” курав нарăсăн 17-18-мĕшĕсенче Шупашкарти суту-илÿ центрĕнче иртнĕ. Унта çĕр-шывăн 28 регионĕнчен, АПШпа Германирен, Голландипе Италирен, Казахстанран хутшăннă.

Курава Чăваш Республикин Президенчĕ Михаил Игнатьев уçнă.

“Шăварас йĕркене тĕрĕс пăхăнса çирĕп пурнăçласан, энерги перекетлекен технологие ĕçе кĕртсен пирĕн кашни гектартан 400 центнертан кая мар çĕр улми туса илмелле”,–палăртнă Михаил Васильевич.

Президент вăрлăх туса илекен хуçалăхсен ертÿçисене ял çыннисене те паха сортлă çĕр улмипе тивĕçтерме сĕннĕ.

Курав иртнĕ вăхăтра ятарласа уйăрнă вырăнсенче суту-илÿ пынă. Халăх ытларах çĕр улмин Удача, Ред Скарлетт, Розара, Роко, Импала, Невский сорчĕсене вăрлăхлăх туяннă.

ОШ тĕлĕрмест

ЧР Оперативлă шта-бĕн (ОШ) вăй тытăмĕсен, республикăн влаç орга-нĕсен представителĕсене, Шупашкар тата Çĕнĕ Шупашкар хула администрацийĕн ертÿçисене явăçтарса ирттернĕ ларăвĕнче патшалăх влаç органĕсен, Наци антитеррор комитечĕ, Антитеррор комиссийĕ тата асăннă штаб терроризмпа, экстремизмпа кĕрешес енĕпе йышăнакан мерăсене общество енчен пулăшассипе, граждансен сыхлăхне çирĕплетессипе çыхăннă ыйтусене тишкернĕ.

Республикăра информаци енĕпе терроризма хирĕç тăрас тĕллевлĕ координаци ĕçĕпе Культура министерствине шанса панă май Роза Лизакова министр доклад тунă. Вăл министерство, унăн тытăмĕнчи организацисем Раççей Федерацийĕнче 2008-2012 çулсенче информаци енĕпе терроризма хирĕç тăмалли ком-плекслă плана пурнăçлас енĕпе тунă ĕç çинчен каласа панă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика