АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăл хисепе тивĕçлех

22 февраля 2011 г.

Çак ырă сăмахсене Упамсара пурăнакан В. Степанова пирки калас килет. Вера Гавриловна 75 çул тултарчĕ. Унăн ĕç-хĕлне тишкерес пулсан, харăсах темиçе çын пурнăçĕнче тунă çитĕ-нÿсем тесе хак пама пулать.

Упамсана Вера Гавриловна 1958 çулта Василий Ивановичпа пĕрлешсен килнĕ. Вĕсем совпарт шкулĕнчен вĕренсе таврăннă. Çамрăк хĕрарăм ĕçе “Россия” колхозăн агрономĕнчен пуçланă. Ял хуçалăх институчĕ хыççăн шкулта биологи учительне кÿлĕннĕ. Çак вăхăтрах тепĕр аслă шкулта вĕреннĕ. 1974 çултан пуçласа 1986 çулччен директор çумĕ пулса вăй хунă. Ĕçри çитĕнÿсемшĕн В. Степановăна “Вĕрентÿ ĕçĕн отличникĕ” ята панă. Ĕçчен икĕ хутчен Раççей Федерацийĕнчи Вĕрентÿ министерствин грамотисене тивĕç пулнă. Ăста агитатор, пропагандист “Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ” ята илнĕ.

Ялти хĕрарăмсен совечĕн председателĕнче мĕн ватăличчен вăй хунă. Пĕр уяв та аслă та ăслă вĕрентекенсĕр иртмен.

Шкул, ял ĕçне 40 çул турт-са пынă вăл. Вера Гавриловна пусман, çитмен кĕтес çук таврара, шкул çуртне тунă çĕрте мĕн чухлĕ вăй хуман пуль.

Ачисем те тăрăшуллă вĕсен. Пурте аслă е ятарлă пĕлÿллĕ, хисепе тивĕç çынсем. Мĕн тери пысăк савăнăç вĕсен, çывăх çыннăмăра–аннене, асаннене, кукамая – чыслама пухăннă. Шел, Василий Иванович иртерех уйрăлса кайрĕ.

Е. СЫМОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика