26 февраля 2011 г.
Кăçалхи хĕл юрпа пуян. Çавна май çуркунне шыв вăйлă каясси халех паллă. Шыв-шур тапхăрĕ ăнăçлă иртсе кайтăр тесе районта çак ыйтупа ĕçлеме комисси йĕркеленĕ. Унăн председателĕ–район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, АПК хутшăнăвĕсене йĕркелекен пай пуçлăхĕ, чрезвычайлă лару-тăрăва асăрхаттарас тата пĕтерес, пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен комисси председателĕ М. Калмыков. Комиссинче райадминистрацин яваплă работникĕсем, чрезвычайлă лару-тăру, пушар хăрушсăрлăхĕ, сывлăх сыхлавĕ, çыхăну, çул-йĕр, коммунналлă хуçалăх енĕпе тимлекен яваплă ĕçче-нĕсем. Вĕсем шыв-шур пуçланиччен автомобиль çулĕсене, кĕперсене, пĕвесене çуркуннене еплерех хатĕрленине тĕрĕслĕç.
Ял поселени пуçлăхĕсен ейÿ тапхăрне ирттерсе ямашкăн техника тата финанс тĕлĕшĕнчен, çавăн пекех шыв илме пултаракан вырăнсенчен халăха эвакуацилессине йĕркелессине те хатĕр тăмалла. Масарсене шыв илесрен те асăрханмаллах.
Хăрушлăх сиксе тухсан çийĕнчех “01” е “6-12-15” телефонсемпе шăнкăравламалла.