26 февраля 2011 г.
Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкула Кивĕ Ахпÿртрен килнĕ К. Пыркина (ÿкерчĕкре). Класран класа “пиллĕк” паллăсемпе çеç куçса пыракан хĕр ача çитĕнĕвĕпе кам савăнмĕ. Крестинăн ырă енĕсене палăртса пĕтерме те çук: тирпейлĕ, ĕçчен, йĕркене пăхăнакан, ыттисене ырă тĕслĕх кăтартакан, шкулти мероприятисене хастар хутшăнакан. Спортсменка. Химипе тата чăваш сăмахлăхĕпе шкулти олимпиадăра пĕрремĕш, вырăс чĕлхипе, ОБЖпа иккĕмĕш вырăнсене йышăнчĕ. Пилĕк хутчен районти олимпиадăсенче çĕнтерчĕ. Республика тупă-шăвĕсенче те малти вырăнсем пур унăн.
Волейболла, баскетболла выляс, шывра ишес енĕпе ăсталăхĕ пысăк. Кирек хăш предметпа та пĕлĕвĕ тарăн.
Сăпайлă, çынсемпе пĕр чĕлхе тупма пултарать Крестина. Кирек кама та алă тăсса пама хатĕр вăл. Хăйĕн шухăшĕсене юлташĕсене уççăн пĕлтерет, педагогсемпе малашлăх тĕллевĕсене уçăмлатать.
Сцена çинче те пултаруллă Кивĕ Ахпÿрт хĕрĕ. Лайăх юрлать. Хушнă ĕçе пурнăçлама нихăçан та хирĕçлемест. Класс, шкул пурнăçне хастар хутшăнать. Ытти ачасемшĕн ырă тĕслĕхлĕ. Темиçе хутчен те ял поселенийĕн администрацийĕн, шкул дирекцийĕн, районти вĕрентÿ пайĕн Хисеп грамотисене тивĕçнĕ. Унăн портфолио пуян. Крестина çитĕнĕвĕсенче Н. Чумерин класс ертÿçин тÿпине те палăртса хăварас килет. Николай Иванович вĕренекенсене тĕрĕс çул-йĕр суйласа илме те пулăшать.
Хăйĕн пултарулăхне, маттурлăхне курах пĕр çулхисен, кĕçĕннисен, аслисен хушшинче те хисеплĕ. Юлташĕсем нумай Крестинăн. А. АНТИПОВ.