26 февраля 2011 г.
Электричество линийĕ çинчен пăралук касса илсе вăрласси çĕнĕлĕх мар. Чылай чухне вара çак “операци” инкекпе вĕçленет, ÿкĕнĕçлĕ пулса тухать.
Районти йĕрке хуралĕн органĕсем çакнашкал пăтăрмахсем пирки профилактика тăвас тĕллевпе вырăнта ăнлантару ĕçĕсем ирттереççĕ пулин те çынсем, уйрăмах çамрăксем, тивĕçлĕ пĕтĕмлетÿ тумаççĕ.
Нарăсăн 15-мĕшĕнче район прокуратурин работникĕсемпе районти шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕсем вĕсене пĕлтернĕ хыпарпа Вăтаелне, çухалнă 25 çулхи арçынна шырама тухса кайнă. Шырав вăхăтĕнче икĕ ял хушшинчи хирте тимĕр-бетон юпа çывăхĕнче çак çыннăн виллине тупнă. Унпа юнашарах юпа çине хăпарма хăй тĕллĕн хатĕрленĕ тимĕр кача, тимĕр касмалли вăрăм авăрлă пăчкă пулнă. Медицина экспертизи тунă хыççăн каччă ток çапнипе вилни палăрнă.
Ю.ФУРАЖНИКОВ,
район прокурорĕ.