26 февраля 2011 г.
Нарăсăн 1-мĕшĕнче каçхине 18 сехет хыççăн Чăваш Ишекĕнче пурăнакан 45 çулхи М. гражданин тепĕр çынна сăмакун сутнă. Спирт тытăмлă шĕвеке Канаш хулинчи экспертизăна янă хыççăн шĕвек çирĕплетнĕ требованисемпе ки-лĕшсе тăманни палăрнă.
Следстви пынă вăхăтра М. гражданин хăйĕн айăпне йышăннă, тунă ĕçшĕн ÿкĕннĕ. Хальхи вăхăтра ĕçе айăплав пĕтĕмлетĕвĕ тума прокуратурăна панă.
В.ЗАЙЦЕВ,
РФ следстви комитечĕн
Чăваш Республикинчи следстви управленийĕн
Патăрьелĕнче вырнаçнă районсем хушшинчи следстви пайĕн аслă следователĕ.