АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Инновациллĕ аталану кирлех

26 февраля 2011 г.

Учительсем хушшинче çулленех професси конкурсĕсем ирттерни паянхи вĕрентÿ системинчи инновациллĕ аталанăвăн пĕр енĕ пулать те ĕнтĕ. “Вĕ-рентÿ учрежденийĕсенче педагогика технологийĕсене эффективлă ĕçе кĕрт-мелли мел” конкурс 2006 çултанпа пырать. Ăна ра-йон администрацийĕн вĕ-рентÿ пайĕн информаципе методика центрĕн ертÿçисем Ю. Мироновăпа Л. Базунова йĕркеленĕ. Конкурс тĕллевĕ шăпах та талантлă учительсене, пуçаруçăсене палăртасси.

Пĕрремĕш турта конкурсантсен наука енчен якатса çитернĕ педагогика технологийĕсене пăхса тухаççĕ. Вĕсене предметниксем сăнавлă ĕçе кĕртнĕ ĕнтĕ. Шăпах унта усă курни вĕрентÿ пахалăхне лайăхлатма пулăшмалла та.

Иккĕмĕш турта ăна презентацилемелле. Кирлĕ чухлĕ материал тăратмалла. Сăмах кунта наука кандидачĕсем çинчен пынине туйрăр та пулĕ ĕнтĕ. Н. Ильинпа Н. Борисова ĕçĕ шăпах районта вĕрентĕве паянхи условисенче наука хушнă пек илсе пынине çи-рĕплетет те.

Пирĕн шкулти географи учителĕ А. Хакимова “Çулталăк вĕрентекенĕ” конкурса хутшăнчĕ. Район шайĕнче иккĕмĕш вырăна тухрĕ. Тăван ен культурипе вĕрентекен А. Абянова Раççей шайĕнчи социаллă проектсен конкурсĕнче çĕнтерчĕ. Биологи учителĕ Г. Сабитова республикăри вĕрентекенсен конкурсĕнче ăнăçлă ăмăртрĕ.Чăнах та вĕсем хăйсен ĕçĕсене малалла анлăн сарас енĕпе тимлеççĕ.

Районта çулленех “Чи лайăх видеоурок” конкурс иртет. Унăн ертÿçи В. Емельянов. Кашни педагогăн компьютерпа çывăх пулмалла, унăн унпа ручкăпа, пурăпа ĕçленĕ евĕр усă курма пĕлмелле.

Районти вĕренÿри методика ĕçĕ вăрттăнлăхра мар. Унпа педагогсем анлăн усă курма пултараççĕ.

Х. САБИТОВ,

Тутар Сăкăтĕнчи вăтам шкул директорĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика