26 февраля 2011 г.
Тăван çĕр-шыв хÿтĕлевçин кунĕнче Алманчăра Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченне, Алманчă ялĕн хисеплĕ гражданинне А. Хитрова асăнса волейбол турнирĕ иртнĕ.
Ăмăртăва хутшăнакансене район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Р. Селиванов, Алманчă ял поселенийĕн пуçлăхĕ Г. Фомин, Алексей Григорьевич мăшăрĕ Роза Николаевна, вăтам шкул директорĕ М. Горбунова, Патăрьел райпо председателĕ П. Перепелкин уяв ячĕпе саламласа турнирта ăнăçусем суннă. Алманчă çамрăкĕсем турнир çĕнтерÿçи ятне тивĕçнĕ. Иккĕмĕш вырăнта Алманчăри вăтам шкулта 10 класра вĕренекенсем, виççĕмĕшĕнче–Кзыл-Чишмасем.
А. ИЛЬИН.