02 марта 2011 г.
Район хаçатĕнче çамрăклах саманаран шар курнă, нуша-тертпе ÿснĕ çынсем пирки час-часах статьясем пичетлеççĕ. Тĕрĕссипе вăл çынсем пирĕн пекех сумлă ватлăха çитнĕ çынсем. Манăн чĕрене те саманан тĕрлĕ тапхăрĕнчи йывăрлăхĕсем çырăнса юлнă. Сăмахран, манăн асăмран коллективлă хуçалăхсем йĕркеленĕ тапхăр нихăçан та асран тухмасть. Халăх пĕтĕм пурлăха пĕр çĕре пуçтарса коллективлă хуçалăхра ĕçлесе пурăнмаллине ăнланмастчĕ. Колхоза кĕнисем те каялла тухатчĕç. Çавăнпа та инхозсем нумайччĕ. Пирĕн атте те колхоза кĕнĕ те каялла тухнă. Çакăншăн кил хуçалăхĕн-чен лашипе унăн ĕç хатĕрĕсене, кĕлетри тырри-пуллине йăлтах шăлса илсе кайнă. Пирĕн çемье те вăхăтлăха выçă юлнă. Каярахпа вара 1934 çулта пурпĕрех коллективлă хуçалăхсен йышне кĕнĕ.
Чиркÿсене ирĕксĕрлесе пăснă тапхăр та асрах. Тури Туçари виçĕ алтарлĕ чиркĕве пăсас тĕллевпе ятарласа алă пустарса çÿретчĕç, çак шухăшпа килĕшменнисене хăрататчĕç. Пирĕн атте вара кĕлĕ çуртне пăсассине ырласа алă пусмарĕ. Кун пирки хăйĕн шухăшĕсене çирĕппĕнех, хăрамасăр каланине те ас тăватăп. Хальхи вăхăтра вара çак ялта пысăк та хăтлă чиркÿ пурришĕн савăнатпăр. Тавра ялти Турра ĕненекен халăха пĕрлештерсе тăракан кĕлĕ çурчĕн ĕмĕрĕ вăрăм пултăр.
Н.МАШИН.
Вăтаел ялĕ.