АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пысăк пĕлтерĕшлĕ ыйтусем тишкернĕ

02 марта 2011 г.

ЧР Министрсен Кабинечĕн Михаил Игнатьев Президент ертсе пынипе иртнĕ ларăвĕнче республикăшăн пысăк пĕлте-рĕшлĕ ыйтусене тишкернĕ: вĕрентÿ аталанăвĕнчен пуçласа çĕнĕ производствăсене тĕрев парасси таран.

Республикăн 2011–2015 çулсенче тата 2020 çулчченхи тапхăрта професси вĕрентĕвне аталантармалли тĕллевлĕ программине хатĕрленĕ–унпа вĕрентÿ министрĕ Владимир Иванов паллаштарнă

Вице-премьер – ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов ял çыннисене, çав шутра çамрăк çемьесемпе çамрăк специа-листсене, çурт-йĕрпе тивĕçтерме уйăракан субсидисене валеçесси çинчен каланă май кăçал çак программăпа 16 пин тăваткал метр çурт-йĕр хута ямаллине палăртнă.

Республика бюджечĕн выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессине, элита вăрлăх çи-тĕнтерессине аталантарма тата химизаци хатĕрĕсем туянма уйăракан укçана районсем тăрăх пайлас ыйтăва та татса панă.

Пĕтĕмпе выльăх валли кăçал 33 млн. уйăрма пăхнă, элита вăрлăх туянма – 27 млн. тенкĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика