Хальхи вăхăтра республика территорине ытти регионсенчен сыснасен Африка чумине пуçаракан инфекци килес хăрушлăх пур.
Раççейĕпе Африка чуми ернĕ 59 тĕслĕх тупса палăртнă: хир сыснисем хушшинче–18, ытти–килтисенче. Чулхула облаçĕнче пурри те паллă.
Сыснасен Африка чуми–хăвăрт ерекен чир, унпа сиенленнĕ выльăхсем пурте вилеççĕ. Килти сыснасем тата хир сыснисем хуть хăш тапхăрта та чирлеме пултараççĕ. Вирус температура режимне те пăхăнмасть, типĕтсен те, шăнтсан та, çĕртсен те упранать. Инфекци лекнĕ сысна какайĕнче тата тĕтĕмленĕ пĕçĕре 5-6 уйăх таран сыхланать.
Инфекцин тĕп çăл куçĕ–чирлĕ тата вилнĕ сыснасем. Чирлесе илнĕ выльăх чылай вăхăт хушши çак чире сараканни тата ертекенни шутланать. Чир ытларах чухне сывă сыснапа юнашар инфекцилли пĕрле çÿренĕ чухне (лăймакаллă сий, тир, çавăн пекех сывлав çулĕсем урлă) тата какайран хатĕрленĕ çимĕçсенчен, ăш-чиккинчен, каяшĕн-чен т. ыт. те ерет. Вилнĕ тата чирлĕ сыснасене вĕлернĕ хыççăн та пăхмалли хатĕрсем, выльăхсемпе ĕçлекен персоналсем, килти тата тискер чĕр чунсем, кайăксем, ÿт-тир паразичĕсем, хурт-кăпшанкă урлă, вĕсем инфекциллĕ выльăхпа контакактра пулнă пулсан, сыввисене куçас хăрушлăх пур.
Чирĕн паллисем çаксем: ÿт температури 41,5-42 градуса çити вĕриленет, аппетит начарланать, пĕр вĕçĕм шыв ĕçесси килет, асапланать, сăмсинчен юхма тытăнать, варвитти пуçланать, хăш-пĕр чухне юнлă та тухма пултарать. Çăвăрламалли сысна амисен çурисем вăхăтсăр çуралаççĕ. Сыснасен сăмсинчен юн юхма, çĕткеленме тытăнать, хырăмĕ, хăлхи çинче тата ытти çĕрте те ÿт айĕнче юн пĕр вырăналла сăрхăнса пуçтарăнать, вĕсем пĕрлешсе йăм-хĕрлĕ пăнчăсем тăваççĕ, пусса пăхсан та шуралмаççĕ. Чир ернĕ хыççăн выльăх 7-10 кунтан вилет.
Сыснасен Африка чумин вирусĕ ытти выльăх-чĕрлĕхшĕн те, çыншăн та хăрушă.
Чир ан ертĕр тесен тивĕçлĕ мерăсем йышăнмалла:
–сысна фермисенче (комплекссенче) “хупă” режим йĕркелемелле (ферма территорине ют çын тата выльăх кĕресрен икĕ метр çÿллĕш хÿмепе тытса çавăрмалла, кĕмелли тĕп алăк патне дезбарьер, дезраствора сивĕ чухне ăшăтаканнипе, вырнаçтармалла);
–сыснасене уçăлтарма илсе тухмалла мар;
–выльăх-чĕрлĕх юлашкийĕсенчен тунă апатсене ăшăтмасăр памалла мар;
–чумана хирĕç вакцинаци тунине, чир-чĕр тĕлĕшĕнчен хăрушлăх çуккине çирĕплетекен ветеринари докуменчĕсем пур чухне кăна сыснасене туянмалла;
–чир паллисене сиссенех ветеринари врачне пĕлтермелле;
–ĕçлекенсене ятарлă тум-тирпе тивĕçтермелле, вараланнисене ферма территоринчех çумалла;
–сыснан тата хир сыснин какайĕсене трихинеллоскоппа пăхса экспертиза тумалла;
–пур хуçалăх категорийĕнче те сыснасен йышне сăнаса тăмалла;
–сыснасене тата вĕсем тăракан хуралтăсене сăвăссенчен, юн сăхакан ытти хурт-кăпшанкăран тасатса тăмалла;
–шăши евĕр кăшлакан чĕр чунсене пĕтерме наркăмăшсем хумалла, вилнисене тата наркăмăш юлашкисене пуçтарса илсе ятарласа палăртнă вырăна кайса утилизацилемелле;
–хуралтăсене вăхăтран-вăхăта дезинфекцилемелле, дезинфекцилемелли хатĕрсем запаспа пулмалла;
–тислĕке ятарлă вырăна хурса пырса биотермика мелĕпе сиенсĕрлетмелле. (396)
П.ЕФИМОВ,
Патăрьел районĕнчи тĕп ветинспектор.