05 марта 2011 г.
Пĕтĕм Раççейри XXIX “Раççей йĕлтĕр йĕрĕ–2011” массăллă чупăва ăнăçлă йĕркелесе ирттерсе яма пулăшнăшăн Патăрьел район администрацийĕн пуçлăхĕн ячĕпе Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Тав çырăвĕ килнĕ.
“...Сирĕн пурнăçри сатурлăха, физкультурăпа спорта аталантарас, çавăн пекех сывă пурнăç йĕркине сарас ĕçри хастарлăха Чăваш Ен ертÿçисем пысăк хак параççĕ”,–тенĕ çырура.
“Раççей йĕлтĕр йĕрĕ-2011” чупăва Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи 3500 ытла спорта юратакан хутшăннă. Пĕлтĕр 3000 ытла çын йĕлтĕр сырнă. Эппин, массăллă чупăва кăмăллакансен йышĕ çулран çул ÿссех пырать.