АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăрăшни сая каймасть

05 марта 2011 г.

Пур енĕпе те маттур пулнипе тивĕçнĕ Президент стипендине Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкулти А. Абейдуллова. Вуннăмăш класра вĕренет вăл. Унăн дневникĕнче “5” паллăсем çеç. Айгель тутар чĕлхипе литературине тарăннăн тишкерме юратать. Çавна май тĕрлĕ шайри олимпиадăсене хутшăнать. Иртнĕ çул районти тата республикăри тупăшусенче пĕрремĕш, Хусантинче виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕ.

Тăрăшни сая каймасть. Çавна пулах ăна республикăри вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министерстви “Орленок” кану центрне каймашкăн путевкăпа тивĕçтерчĕ. Шкул ачисен “Дерзание–2010” профиллĕ лагерьне кайма та йыхрав пулнă. Раççей шайĕнчи призерсен шутне те кĕчĕ Айгель. “Русский медвежонокра” виççĕмĕш вырăн илнĕ. “Кенгуру”, “British bulldog” конкурссенче пĕрремĕшне тивĕçнĕ.

Тĕпчев ĕçĕнче те хастар. “Ăслăлăх. Пултарулăх. Аталану” наукăпа практика конференцийĕсене хутшăнать. Ку енĕпе 2009, 2010 çулсенче пĕрремĕш вырăнсене йышăннă. Çавăн пекех вăл Хусанти конференцие те хутшăннă пулнă.

Сцена çинчи ăсталăхĕ те пысăк Айгелĕн. Çулленех республикăри Рамазан фестивальне те ертсе пырать вăл.

Кăçалхи ÿсĕмсем те савăнтараççĕ. Тутар чĕлхипе тата литературипе Хусанта регионсем хушшинче ирттернĕ олимпиадăра çĕнтерÿçĕ пулчĕ.

Республикăри наукăпа практика конференцийĕнче малти вырăна тухрĕ. Шанăçа тÿрре кăларма пултаратех хĕр ача.

Класс, шкул пурнăçĕнчи мероприятисене хастар хутшăнать. Хăйĕнчен кĕçĕнреххисемпе те, пĕр çулхисемпе те, аслисемпе те пĕр чĕлхе тупатех. Шухăшĕсене уççăн палăртать.

Çемйи те кăтартуллă Абейдулловсен. Ашшĕ–Телгать Киаметдинович–предприниматель. Амăшĕ–Гелсирень Гадельзяновна–шкул директорĕ. Иртнĕ çул “Çемье çулталăкĕ” конкурса хутшăнчĕç вĕсем.

А. АСТРАХАНЦЕВА

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика