05 марта 2011 г.
Ир-ирех куçа уçса яратăп та йĕри-тавралла пăхса илетĕп. Пÿртре шăп. Пĕр сас-чÿ те илтĕнмест. Куç уçăлнă уçăлман хамăн чи хаклă çыннăма шырать.
Анне! Ытарайми чăваш сăмахĕ, кун-çул никĕсĕ, унăн вĕçсĕр тĕрекĕ. Анне–пурнăç пуçламăшĕ, пире чун-чĕререн юратакан çын. Хĕвел хăй ăшшине çĕр çине еплерех сапалать, анне те хăйĕн чун-чĕре ăшшине пире çапла парнелет, пурнăçа илем кÿрсе тăрать. Вăл малашне хăйне хуçалăхра, кулленхи ĕçре пулăшакана, ăру несĕллĕхне тăсакана тата ватлăхра пăхса усракана, вилме выртсан юлашки çула тивĕçлĕ ăсатакана курать пирте,
Анне тесессĕнех ман ума хитре сăнар тухса тăрать. Унăн кăвак куçĕ манăн чунăма ăшăтса тăрать, малалла пурăнма вăй-хăват парать, савăнăçлă туйăм çуратать. Манăн аннене Тая тесе чĕнеççĕ. Тĕнчере маншăн унран хакли, чи çывăххи урăх çук та пулĕ. Вăл Пăлапуç Нурăс ялĕнче çуралса ÿснĕ. Çамрăклах темле ĕç те тума вĕреннĕ. Вăрман çывăхĕнче ÿснипех пулĕ çут çанталăка юратнă, чĕр чунсене, йывăç-курăка упрама, хаклама пĕлнĕ. Анне вунă класс хыççăн Улатăрти ял хуçалăх техникумĕнче бухгалтера вĕреннĕ. Ульяновка каччипе çемье çавăрса пурăнма пуçланă. Ăшă кăмăллă та çепĕç чунлă аннеме ял çыннисем лавккана чĕнеççĕ. Çирĕм çул ытла ĕçлет вăл унта.
Анне, эсĕ яланах чи хитри, чи ырри, чи çывăххи, çепĕççи, ĕçченни, чи илĕртÿлли. Маншăн эсĕ пуррипе тĕнче те хитре, телей те тулли. Сан сассу чĕкеç юрри пекех туйăнать, куллу–хĕвел шевли. Эсĕ пурри маншăн чи хаклă мулпах танлашать. Анне ман çав тери ĕçчен. Мĕн тĕрлĕ тĕрĕ тĕрлемен-ши хăйĕн ылтăн аллипе, мĕн чухлĕ чăлха-носки е кофта çыхман-ши вăл!
Аннеçĕм!. Кунĕн-çĕрĕн маншăн ырми-канми тăрăшатăн. Çав вăхăтрах çынсене, çут тĕнчене, пурнăçа юратма вĕрентсе пыратăн. Хальлĕхе эпĕ çамрăк-ха, 8-мĕш класра кăна вĕренетĕп. Санран нумай ла-йăххине, чылай япалана курса ÿсетĕп. Сан пекех манăн пур ĕçе те тума вĕренес килет.
Эсĕ ял-йышра та хисепре. Кÿршĕ-аршă та ĕçченлĕхÿшĕн, ырă кăмăлушăн юратать. Сан ĕçÿ куллен çын çинче. Эсĕ çынсемпе пĕр чĕлхе тупма пĕлетĕн, вĕсене кирлĕ таварсем илсе килсе пама тăрăшатăн. Мĕн чухлĕ ырă канаш паратăн тата! Хăвăн виçĕ ачуна та эсĕ пурнăç çулĕпе тÿрĕ утма вĕрентсе пыратăн. Икĕ ывăлу çар тивĕçне пурнăçланишĕн те савăнатăн, çав вăхăтрах вĕсене пĕтĕм чĕрери тунсăхпа кĕтетĕн.
Мĕн тери йывăр пулчĕ пире эсĕ сасартăк чирлесе ÿксен. Хаяр чир аллинчен туртса илес тесе врачсем те нумай тăрăшрĕç. Пирĕн юрату та пулăшрĕ пулĕ сана усал чир аллинчен вĕçертме. Эсĕ сывални пире çĕнĕ вăй пачĕ, сана тата ытларах юратма хистерĕ. Анне юнашар чухне маншăн кĕрхи тĕттĕм каç та çутă пек туйăнать, çил-тăман та хăратмасть. Эсĕ пурри маншăн телей.
Анне хăйĕн ачисене çĕр-шыва юрăхлă, ăслă та пултаруллă, таса чунлă, ырă кăмăллă тăвасшăн. Çав вăхăтрах хăйĕнчен телейлĕрех, савăнăçлăрах, сывлăхлăрах пурăнтарасшăн тăрăшать. Амăшĕн пехи-лĕнчен тухакан çыннăн пархатарĕ çук тесе ахальтен каламан ĕнтĕ ваттисем. Çавăнпа эпĕ те анне сăмахне куллен ăша илме тăрăшатăп, ун пек сăпайлă, вашават, ĕçчен, хăюллă, харсăр, тÿрĕ кăмăллă пулма ĕмĕтленетĕп.
А. ВАСИЛЬЕВА.
Общество. История (Военно-патриотическое воспитание подрастающего поколения)
Çĕр-шыв вутра çуннă чух хĕрарăм та тытать пăшал
Фашистла Германи Совет Союзĕ çине тапăнса кĕрсен ватти-вĕтти тăшмана хирĕç тăма хатĕр пулни çинчен эпир, вăрçă хыççăнхи ăру, кĕнесенчен тата илемлĕ кинофильмсенчен кăна пĕлетпĕр. Пире мирлĕ пурнăç парнелессишĕн асатте-кукаçи вăрçă хирне выртса юлнă, таврăннисем те паяна шутлă кăна. Вĕсен кашни аса илĕвĕ халь истори палăкĕ.
–Пил сана, хĕрĕм, пил, ман пек вăрăм ĕмĕрлĕ пул, – терĕ Патăрьелĕнче пурăнакан, Шăмăршă районĕнчи Патерек ялĕнче çуралса ÿснĕ Н.Макашина эпĕ ун патне мĕн сăлтавпа килнине пĕлсен. Надежда Герасимовна нумай пулмасть 90 çулхи юбилейне паллă турĕ. Çулĕпе тăхăр теçеткере пулсан та ăс-тăнĕ лайăх, вăрçăн кашни кунĕ пирки каласа пама пултарать пуль. Тата ăçтан манăн-ха вăл вăхăтсене, кашни сехечĕ, минучĕ чĕрере, чунра çырăнса юлнă пулсан; Тăшманпа, вилĕмпе куçа-куçăн тăнă-çке ун чухне.
– Фашистсем Мускав патнех çите пуçларĕç, халь-халь çĕр-шыв шăпи татăлмалла. Ман вара ăш вăркать, чун вырăнта мар. Хама вăрçа яма ыйтса икĕ хутчен заявлени çырса патăм, мана чĕнмеççĕ. Военкоматра: “Эсĕ шкулта ачасене кирлĕ”, – терĕç. Ун чухне эпĕ Ыхра Çырминче директорта ĕçлеттĕм, – аса илет Н.Макашина. Çамрăк хĕр пурпĕрех лăпланса ларман. Патăрье-лĕнче медицина пĕлĕвĕ паракан ятарлă курс уçăлнине пĕлсен çавăнта кашни кун Ыхра Çырминчен çÿреме тытăннă, ăна “5” паллăсемпе кăна пĕтернĕ. Виççĕмĕш хут хăйне вăрçа яма ыйтса çырнă, хальхинче çар специальноçĕ пуррине кура хĕр кăмăлне тивĕçтернĕ. Ун чухне 1942 çулхи çĕртме уйăхĕ пулнă.
–Вăрçа каяс умĕн анне хĕрес тата кĕлĕ сăмахĕсене хут çине çырса пачĕ, яланах пĕрле чиксе çÿреме хушрĕ. Вĕсен хăватне вилĕмпе куçа-куçăн тăнă чух аван туйрăм, çавсемех киле чĕрĕ-сывă таврăнма пулăшрĕç пуль тесе шухăшлатăп, – тет Надежда Герасимовна вăрçа тухса кайнине аса илнĕ май.
Вĕренÿре йывăр пулсан, çапăçура çăмăл
Патăрьел районĕнчен Н.Макашина, ун чухне Чугунова, пĕр-пĕччен кайнă. Канаша çитсен ыттисемпе пĕрле ăна та Шупашкара янă. Республикăн тĕп хулинче вĕсене фронта медсестрасем мар, связистсем кирлине пĕлтернĕ. Шăмăршă хĕрĕ мор-зистсен взводне лекет, унта çыхăну вăрттăнлăхне хăнăхать.
– Урам варрипе чукун çул вокзалне хĕрсемпе каятпăр, стройпа, “А ну-ка, девушки” юрра юрлатпăр. Ватти-вĕтти пире ал сулать. Çаксем халĕ те куç умĕнчех, – тет Надежда Герасимовна.
Хĕрсем тăван енрен тухса кайнă хыççăн Туркмение, Байрам -Али хулине çитеççĕ. Кунта вара вĕсене казармăна вырнаçтараççĕ, вăрçă ĕçне вĕрентме тытăнаççĕ. Тактика занятийĕсем вăхăтĕнче 10-15 çухрăм йĕплĕ курăксем хушшипе чуптарнă, çапла вăрçа кĕме хатĕрленĕ.
– Чĕр куççисем юн кăна пулса пĕтетчĕç, нăйкăшса ларма вăхăт çук. Юхан шыв патне çитсен çуса яраттăмăр та малалла чупаттăмăр, – тет вĕренÿ вăхăчĕ пирки Н.Макашина.
Туркменинчен тин кăна фа-шистсенчен хăтарнă Воронеж хулине илсе кайнă, кунта та çар ĕçнех хăнăхтарнă.
Çапăçу хирĕнче
Воронеж хулине темиçе хутчен фашистсенчен хăтарма тивнĕ. Виççĕмĕш хут тăшманран туртса илнĕ чух Надежда Герасимовна вутлă вăрçа кĕрет. Вăл акă мĕн каласа парать кун пирки: “Вăрман каснă чух йывăçсем мĕнле выртаççĕ, вилнĕ çынсем, унта пирĕннисем те, нимĕçсем те пур, çавăн пек выртаççĕ. Вĕсем урлă каçа-каçа кяттăмăр. Пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн хуласене, ялсене тăшманран хăтарса пытăмăр. Фашистсем нимĕскере те, никама та хĕрхенмен. çунтарса яратчĕç, садсенчи йывăçсем çине ваттисене те, ачасене те çакса хăваратчĕç”.
Çăмăл пулман Çĕнтерÿ çулĕ, кашни тăваткал метршăн тăшманпа çапăçăва кĕме тивнĕ. Надежда Герасимовна Украинăна, Курска хăтарнă çĕре хутшăннă. Днепр шывĕ урлă резина лодкăсем çине хăмасем хурса тунă кĕпер урлă каçнă чух Гитлер самолечĕсем бомба çине бомба пăрахнине пула нумай совет салтакĕ ĕмĕрлĕхех çавăнта выртса юлнине ниепле те асĕнчен кăлараймасть.
Н.Макашинăн, связист пулнă май, яланах малти линире çÿреме, артиллерипе пехотăна çыхăнтарма тивнĕ. Анчах пĕррехинче...
Аманни
–1943 çулхи июнь уйăхĕнче Молдави çĕрĕ çинче пĕрремĕш хут амантăм. Хам мĕнле сывă юлнинчен паян та тĕлĕнетĕп. Анне парса янă хĕреспе кĕлĕ сăмахĕсем мана сыхларĕç пуль. Пирĕнпе, связистсемпе, пĕр аслăрах çулти салтак пĕрле çÿретчĕ, вăл вĕрентсе, кăтартса тăратчĕ. Иксĕмĕр пĕр-пĕринчен инçе те марччĕ, çав вăхăтра бомба çурăлчĕ. Пĕр ванчăкĕ салтака шăп чĕринчен лекнĕ, вăл çавăнтах вилчĕ. Тепри вара манăн сылтăм кăкăра амантрĕ, госпитале ăсатрĕç. Çанталăк шăрăх тăрать, суран хурт-ланма тытăнчĕ. Лайăхланас вырăнне начарланма пуçларăм, вара мана киле ячĕç. Эп çитсенех анне мунча хутса ячĕ, çăвăнтарса кăларчĕ. Унтан сиплеме тытăнчĕ, суран майĕпен пирчеме пуçларĕ, – тет Н.Макашина. Аманнă вырăн тÿрленсе çитсен хĕр вăрçа кайма пуçтарăнать.
Вăрçа – тепĕр хут
– Поезд çине лартăм, вăл хускалнă май кăшкăртрĕ. Унăн сассине илтсен чĕрере питĕ йывăр пулса кайрĕ. Туя мар, вăрçа каятăп-çке, – татах аса илÿ ăшне путать ветеран. Хăйĕн чаçнех çитет Надежда Герасимовна, связист пулсах тăшмана хирĕç çапăçма тытăнать. Вăл сывалса таврăннă çĕре унпа пĕрле службăра тăнисем Польшăнах çитнĕ иккен.
– Польшăра пире: “Шурă çурт патне хăвăртрах чупăр!” –тесе кăшкăраççĕ мирлĕ пурăнакансем. Мĕншĕн иккенне пĕлмесĕрех пÿрт патне васкатпăр. Çитсен курни чуна ыраттармаллипех ыраттарчĕ: ура-йĕнче ним айăпсăр çĕре яхăн ача выртать, пурне те наркăмăш панă. Пĕрне те çăлса хăварма пулмарĕ, – тет куççуль витĕр педагог ветеран.
Малалла хĕр салтакăн çулĕ Берлин хулинелле выртнă. Майăн иккĕмĕ-шĕнче ăна штурмланă çĕре хутшăннă. Унтан Чехословакие çитнĕ. Çĕнтерĕве те çавăнтах кĕтсе илнĕ. Вĕсем мĕнле савăннине сăмахпа каласа та, çырса та пама май çук. Кайран хĕрсене Подмаржаны хулине илсе кайнă, пÿлĕмсене вырнаçтарнă. Надежда Герасимовна марийкăпа, Таня Петрухановăпа пĕрле пурăннă. 1945 çулхи ноябрьте тин тăван тăрăха таврăннă.
Мирлĕ пурнăç
Килне таврăннă чух Н.Макашина ĕçе вырнаçас тĕллевпе Патăрьелне РОНОна кĕрет. Кунта ăна Патăрье-лĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта учительсем кирлине пĕлтереççĕ. Нумай канса пурăнмасть, юратнă ĕçне таврăнать. Малтанласа хĕрсене çар ĕçне вĕрентнĕ, унтан–математика. Тивĕçлĕ канăва кайичченех вăй хунă, кайран Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулта 20 çул тăрăшнă. Тĕп ĕçсĕр пуçне халăх сучĕн заседателĕнче те тимленĕ.
Н.Макашинăн орден-медаль кăкăр тулли, анчах та хĕрарăм ветерансенчен пĕр вăл çеç Отечественнăй вăр-çăн пĕрремĕш степеньлĕ орденне тивĕçнĕ. Сталин панă грамота та унăн куçĕ умĕнчех.
Халĕ Надежда Герасимовна хĕрĕпе, Галина Алексеевна Ильметовăпа, пĕрле пурăнать. Вăрçă вучĕ витĕр тухнă ветеран паян та пуçне усмасть, ыттисене те çаплах пулма сунать.
О.ПАВЛОВА.