12 марта 2011 г.
Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен уявĕ умĕн Патăрьел районĕнчи хĕрарăмсен канашĕн председателĕсем район администрацийĕн ларусем ирттерекен залĕнче пĕрле пухăнса канашланă. Унта район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Глухов та хутшăннă, вăл Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Д.Медведев янă Çырура ачалăха хÿтĕлесси пирки каланă сăмахсене Юхмапа Пăла тăрăхĕнче мĕнле пурнăçа кĕртсе пынипе паллаштарнă. Чăваш Республикинчи ачасен прависемпе ĕçлекен Уполномоченнăйĕн Патăрьел районĕнчи территорийĕн представителĕ, хĕрарăмсен канашĕн членĕ Д.Гайнуллина та тухса калаçнă. Нумай ачаллă, тулли мар тата ăнăçсăр çемьесен йывăрлăхĕсене татмалли майсене сÿтсе явнă. Тутар Сăкăт ял поселенийĕнчи хĕрарăмсен канашĕн ĕç-хĕлĕ пирки Г.Сабитова каласа панă. Çавăн пекех Чĕмпĕр хулинче Пĕтĕм Раççейри амăшсен тăваттăмĕш форумĕнче пулнă, “Ашшĕ-амăшĕн мухтавĕ” ордена илме тивĕçнĕ М.Медведева та канашлăва хутшăннă. Вăл амăшĕсен форумĕ мĕнле иртни, унта Раççейри 20 регион представителĕ хутшăнни пирки пĕлтернĕ. Хĕрарăмсен канашĕн ларăвне хутшăнакансем ытти çĕрти хĕрарăмсен пĕрле-шĕвĕсен опычĕсемпе тĕп-лĕнрех паллашмалли çинчен сăмах хускатнă.
“Ачалăхшăн, ачалăх ячĕпе” ыр кăмăллăх марафонĕ мĕнле пынипе, çемьене тĕреклетессипе тата мораль тĕлĕшĕнчен çирĕплетессипе хĕрарăмсен пĕр-лешĕвĕ лартнă тĕллевсемпе районти хĕрарăмсен канашĕн председателĕ О.Гусарова паллаштарнă.
Канашлăва Патăрьелĕнчи ÿнер шкулĕн вĕренеке-нĕсемпе вĕрентекенĕсем те хутшăннă, вĕсем хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарнă. Юлашкинчен Патăрьелĕнчи çăкăр завочĕн продукцийĕнчен уяв сĕтелĕ хатĕрлессипе практика занятийĕ иртнĕ.
(Хамăр корр.)