12 марта 2011 г.
Пуш уйăхĕн 5-мĕшĕнче районти организаци, предприяти, учреждени, райадминистрацин структура подразделенийĕсен ертÿçисен канашлăвĕ иртнĕ. Чăн малтанах канашлăва уçса ертсе пынă май район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Глухов хĕрарăм ертÿçĕсене çурхи уявпа– Мартăн 8-мĕшĕпе саламланă, пурне те ĕçре çĕнĕ çитĕнÿсем тума ырă суннă. Канашлура Николай Иванович Чăваш Республикинчи Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин анлă ларăвĕнче Чăваш Ен Президенчĕ М.Игнатьев кăларса тăратнă ыйтусене çивĕчлетнĕ. Вăл шутра районти сиплевпе профилактика учрежденийĕсенче электронлă регистрацие пурнăçа кĕртесси, “Ачалăхшăн, ачасен ячĕпе” ыркăмăллăх марафонне хутшăнассипе хастарлăха ÿстересси.
Канашлури тĕп ыйту– çурхи шыв-шур тапхăрне ăнăçлă хатĕрленсе ирттерсе ярасси. Çак тĕллевпе райадминистрацин граждан оборонин тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен пайĕн пуçлăхĕ Г.Каллин, “Чăвашавтодор” патшалăх унитарлă предприятийĕн “Патăрьелĕнчи ДРСУ” филиалăн директорĕн ĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçласа пыракан В.Романов районта ку таранччен мĕнле ĕçсем пурнăçланипе паллаштарнă, шыв-шур хăрушлăхне ирттерсе ярас тĕллевпе хатĕрленмелли ыйтусене çивĕчлетнĕ. Кăçалхи шыв-шуртан вара сыхланмалли сăлтавĕ пысăк. Юр сийĕ вăтамран 56–75 сантиметр хулăнăш. Çĕр сийĕ 13-77 сантиметр таран шăннă. Вырăнсенче çанталăк сасартăк ăшăтнине пула юхан шыв хĕрринчи çуртсем шыв айне пулса ан сиенленччĕр, гидротехника сооруженийĕсем татăлса кайса çынсене хур ан кăтартчăр тесе асăрханмалла. Çурхи шывран асăрханас тĕллевпе ра-йонта комисси туса хунă. Вĕсем шыв-шур пуçланиччен автомобиль çулĕсене, кĕперсене, пĕвесене еплерех хатĕрлесе çитернине тĕрĕслеççĕ. Организаци-предприяти ертÿçисен те вырăнсенче çурхи шыв-шур тапхăрне кирлĕ пек хатĕрленсе ирттерме комисси тумалла. Вĕсен лару-тăрăва пур енлĕн çăмăллатса йывăрлăхран тухмалли план хатĕр пулмалла. Ял поселени пуçлăхĕсен кирлĕ пулсан халăха хăрушсăр вырăна куçарас пирки те шутламалла.
А. НИКОЛАЕВА.