12 марта 2011 г.
Юнкун, пуш уйăхĕн 16 мĕшĕнче, Чăваш Енре, вăл шутра пирĕн районта та Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕ иртĕ. Кун йĕркине ĕç тăвакан власть органĕсемпе вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем çурхи шыв-шур тапхăрне ха-тĕрленсе ирттерес, ялсенче пушар хăрушсăрлăхне вăйлатас, территорисене тирпейлес, усă курман çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртес, çур акине хатĕрленсе ăнăçлă ирттерес ыйтусене кĕртнĕ.
Информаци ушкăнĕсем пĕчĕк тата инçетре вырнаçнă ялсене çитсе унти халăхпа, предприяти-организацисен ĕç коллективĕсемпе тĕл пулĕç, çивĕч ыйтусене хуравлĕç. Çавăн пекех граждансене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăнĕç.