12 марта 2011 г.
Патăрьелĕнчи “Паттăр” стадионта пуш уйăхĕн 7-мĕшĕнче йăлана кĕнĕ Сывлăх кунĕ иртнĕ. Унта вĕрентÿ учрежденийĕсен, предприятисемпе организацисен, райадминистраци пайĕсен, ял поселенийĕсен командисем йĕлтĕр эстафетинче ăмăртнă.
Сывлăх кунне хутшăнакансене район администрацийĕн пуçлăхĕ Н. Глухов, “Паттăр” физкультурăпа спорт комплексĕн директорĕ А. Краснов саламланă, ăнăçлă ăмăртма ырă суннă.
Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулсен ушкăнĕнче вăтам шкулсен командисем те хутшăннă. Кунта Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкул – пĕрремĕш, Аслă Чеменсем – иккĕмĕш, Çĕньялсем виççĕмĕш вырăн йышăннă. Вăтам шкулсем хушшинче Аслă Чеменсем çĕнтернĕ. Нăрваш Шăхальсемпе Патăрьелĕнчи ПУ-7-ре вĕренекенсем иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене пайланă.
Хăйсен ушкăнĕсенче 26-мĕш номерлĕ пушар чаçĕн, райадминистрацин вĕрентÿ пайĕн, районти социаллă хÿтлĕх пайĕн, Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкул учителĕсен, ФСК “Паттăр” командисем 1-мĕш, районти шалти ĕçсен пайĕн, Татмăшри пуçламăш шкул сачĕн, район администрацийĕн финанс пайĕн, Раççей Перекет банкĕн Канашри уйрăмĕн 7507Ÿ079 хушма офисĕн, Хирти Пикшикри вăтам шкул учителĕсен командисем 2-мĕш, “МРСК Волга-Чăвашэнерго”, райадминистрацин йĕркелÿпе тĕрĕслев тата кадрсемпе ĕçлекен пайĕн, Патăрьел райповĕн ООО “Союз”, Патăрьелĕнчи 2-мĕш вăтам шкул учителĕсен командисем 3-мĕш вырăн йышăннă.
Ял поселенийĕсен администрацийĕсем хушшинче Шăхачсем çĕнтернĕ. Аслă Чеменсемпе Сăкăтсем – иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче. Ял поселенийĕсен пĕрлештернĕ командисенчен Пикшиксем мала тухнă. Шăхачсемпе Аслă Чеменсем иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене пайланă.
Призлă вырăнсене тухнă командăсене дипломсемпе, парнесемпе чысланă.
А. ИВАНОВ.