АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » КОММУНАЛЛĂ çĂМĂЛЛĂХ ЫЙТĂВĕПЕ

12 марта 2011 г.

Пуш уйăхĕн 17-мĕшĕнче Патăрьелĕнчи тĕп библиотекăра район прокуратурипе Раççей юрисчĕсен ассоциацийĕн консультаци пункчĕ граждансене пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх ыйтăвĕсемпе йышăнать. Вĕсене сÿтсе явма вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем, организаци управляющийĕсем, коммуналлă çăмăллăхсем паракан ытти организацисем хутшăнаççĕ. Патшалăх çурчĕсенче пурăнакансем хăйсене пăшăрхантаракан ыйтусене çакăнта татса пама пултараççĕ.

2010 çулта район прокуратури коммуналлă çăмăллăхсемпе усă куракан граждансем хăйсен прависемпе туллин усă курайманнине тупса палăртнă: çуртсенче хутса ăшăтакан температура 18 градусран та пĕчĕкрех пулнă, организаци управляющийĕсем картишĕнчи обществăлла туалетсене вăхăтра тасатман, пуçтарăнса пыракан çÿп-çапа тирпейлесе тăман, çуртсенче кирлĕ юсав ĕçĕсене йĕркелемен.

Пĕлтĕр коммуналлă çăмăллăхсемпе çыхăннă тариф законодательствине пăснă тĕслĕхсем те пулнă. “Уют” управляющи компанийĕ” тулли мар яваплă общество граждансенчен 2009 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 2009 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕччен ăшă энергийĕшĕн пĕр квадратлă метршăн 21,3 тенкĕ илес вырăнне 23,17 тенкĕ тытнă. Çакăншăн “Уют” компани управляющийĕ” тулли мар яваплă обществăна Чăваш Республикинчи тариф тата конкурентлă политика Патшалăх служби 42510,50 тенкĕ штраф панă.

Чылай чухне патшалăх çуртĕнче пурăнакан граждансем коммуналлă çăмăллăхсемпе усă курнă чухне йĕркене пăснине асăрхасан та тĕрĕслекен органсене вăхăтра çитермеççĕ. Çавăнпа та çывăх вăхăтра коммуналлă хуçалăх енĕпе йĕркелекен Пĕрлехи йышăну кунĕнче çакнашкал чылай ыйтăва татса пама май пулĕ.

Ю.ФУРАЖНИКОВ,

район прокурорĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика