АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Килĕшÿ – аталану çăл куçĕ

12 марта 2011 г.

Иртнĕ эрнере Патăрьел район администрацийĕн пĕчĕк залĕнче тĕн пĕрле-шĕвĕсемпе çыхăну йĕркелекен координаци Канашĕн ларăвĕ иртрĕ. Унта виçĕ ыйту–тĕн пĕрлешĕвĕсемпе çыхăну йĕркелекен координаци Канашĕн кăçалхи ĕç плане çирĕплетесси, тĕн организацийĕсен 2010 çулхи ĕç-хĕлне, 2011 çулхи плана пăхса тухасси, вĕрентÿ учрежденийĕсенче “Основы религиозных культур и светской этики” вĕрентÿ курсĕн пĕтĕмлетĕвĕпе паллашасси пулчĕ. Сăмах май, районта православи тата мăсăльман тĕнĕсене ĕненекенсем ки-лĕшÿре пурăнаççĕ.

Тĕн пĕрлешĕвĕсемпе çыхăну йĕркелекен координаци Канашĕн ларăвне район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ, Канаш председателĕ Р.Селиванов ертсе пычĕ. Пурте пĕрле ĕç планне пăхса тухнă хыççăн ăна çирĕплетрĕç.

Районти тĕн организацийĕсен ертÿçисем – Шупашкар-Чăваш Ен епархийĕн Кăнтăр пиллĕкмĕш округĕн благочиннăйĕ Сергий атте тата Раççейри Мăсăльмансен тĕн управленийĕн Председателĕн пĕрремĕш çумĕ, республикăри Мăсăльмансен тĕн управленийĕн председателĕ, Раççей Федерацийĕнчи Обществăлла палатăн членĕ Альбир-хазрат Крганов муфти– 2010 çулхи ĕç пĕтĕмлетĕвĕсемпе паллаштарчĕç, кăçалхи тĕллевсем пирки чарăнса тăчĕç.

Район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕн методисчĕ Е.Перепелкина “Основы религиозных культур и светской этики” курса вĕрентÿ учрежденийĕсенче мĕнле ĕçе кĕртни çинчен чарăнса тăчĕ. 2010-2011 вĕренÿ çулĕсенче тăваттăмĕш класра вĕренекенсем тăватă модуль суйласа илнине пĕлтерчĕ, православи тĕн культурине–36,6, тĕнчери религисен культурисене–34,2, ислам культурине–22, тĕнпе çыхăнман этика никĕсне–7,3 процент ача вĕренме кăмăл тунă. Ял поселенийĕсем хушшинчи тĕп библиотекăри методика пайĕн заведующийĕ И.Гаврилова районти чир-кÿсен, мечĕтсен историйĕсене пухасси епле пынине кĕскен каласа пачĕ.

О.ПАВЛОВА .

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика