12 марта 2011 г.
Нарăсăн 17-мĕшĕнче Тури Чакăри пĕр çуртра 1978 çулхи хăрарăм виллине тупнă. РФ следстви комитечĕн Чăваш Республикинчи следстви управленийĕн Патăрьелĕнчи следстви пайĕн тата райшалĕçпайĕн оперативлă сотрудникĕсем преступлени йĕрĕ çине çийĕнчех ÿкнĕрен 35 çулхи арçынна тытса хупнă. Вăл вилнĕ хĕрарăмпа пĕрле пурăнакан арçынах пулнă.
Раççей Федерацийĕн Уголовлă Кодексĕн 111 статйин 4-мĕш пайĕпе килĕшÿллĕн преступлени тăвакан арçын пирки уголовлă ĕç пуçарнă.
В.ЗАЙЦЕВ,
РФ следстви комитечĕн Чăваш Республикинчи Патăрьелĕнче вырнаçнă районсем хушшинчи следстви пайĕн аслă следователĕ