12 марта 2011 г.
“Поддержка” страхлакан компани районта 15 çул ĕçлет, иккĕмĕш çул ăна М. Ялукова ертсе пырать. Компани ĕçĕ-хĕлĕпе тĕплĕнрех паллашас тĕллевпе Мария Васильевнăпа тĕл пултăмăр.
– “Поддержка” страхлакан компани районта 15 çул ĕçлет пулсан, республикăра – 18. Компанин акцисен тĕп пакечĕ Чăваш Республикин харпăрлăхĕ шутланать, çавăнпа та унăн тĕп çул-йĕрĕ Чăваш Ен экономикине аталантарасси пулса тăрать. Страхнадзорăн С "1383-21 лицензийĕпе килĕшÿллĕн “Поддержка” компани уйрăм çынсене те, юридици сăпачĕсене те страховани енĕпе туллин тивĕçтерет.
Кунта ĕçлеме тытăниччен эпĕ 35 çул “Росгосстрах” страхлакан компанинче вăй хутăм. “Поддержка” компани патшалăхăн пулнипе кăна ĕçлеме пуçăнтăм.
– Мария Васильевна, “Поддержка” страхлакан компани мĕнсене страхлассипе ĕçлет тата çынсене хăйсене страхлатăр-и;
– Кил-çурта пушартан, шыв-шур çĕмĕрнинчен, çил-тăвăл аркатнинчен, пăрлă çумăртан, çиçĕм çапнинчен, çуркунне тата кĕркунне шыв-шур илнинчен тата ытти хăш-пĕр инкекрен страхлатпăр. Унсăр пуçне лашасене, ĕнесене, сыснасене тата ытти выльăхсене страхласси те пирĕн тивĕç.
Тĕрлĕ инкек-синкекрен çынсене хăйсене те страхлатпăр. Акă, пĕлтĕр сентябрĕн пĕрремĕшĕнчен пуçласа декабрĕн 31-мĕшĕччен шкул ачисене страхламалли ятарлă “Шкул ачи” кампани пычĕ. Çав вăхăтра кашни шкула çитме, условисем пирки тĕплĕн ăнлантарма тăрăшрăмăр. Вĕренекенсене 10 пинлĕх страхласан çулталăка 90 тенкĕ тÿлемелле. Ку чи пĕчĕк хисеп, çавăн пекех ашшĕ-амăшĕ хăйсен ачисене 300 пин тенкĕлĕх те страхлама пултараççĕ.
2010 çул – Учитель çулталăкĕ пулчĕ, çакна шута илсе “Поддержка” страхлакан компани вĕренекенсене страхлассипе “Чи лайăх шкул” тата “Чи лайăх класс ертÿçи” конкурс ирттерчĕ. “Чи лайăх шкул” ята Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкул тивĕçрĕ.
– “Поддержка” компани страхланă чухне çăмăллатнă условисемпе те усă курать тенине илтнĕччĕ, çакăн пирки тĕплĕнрех каласа параймастăр-и;
– Чăнах та, пирĕн компанин çăмăллатнă условисем пур. “Поддержка” компанинче хăйсен пурлăхне, пурнăçне страхлакансем иккĕмĕш çулхинех çăмăллатнă условисемпе усă курма тытăнаççĕ. Страхланăшăн тÿлемелли взнос çулран-çул чакса пырать. Пенсионерсен кил-çуртне пĕчĕкрех тарифпа страхлатпăр. Страхлакан ытти компанисенчен куçнисене те, енчен те вĕсем унта çулленех страхланнă пулсан, çăмăллăхсем паратпăр. Çавăн пекех инкеке лекнĕ çынна документсем хатĕрлеме те пулăшатпăр, кайран укçине алăранах тыттаратпăр.
– Мария Васильевна, ĕçре мĕнле йывăрлăхсемпе тĕл пулатăр;
– Страхлакан ытти компанисем пирĕн çинчен час-часах суя сăмахсем каласа çÿренине илтме пулать. “Поддержка” страхлакан компанин лицензи çук, укçа параймаççĕ, вăхăтлăх япала кăна имĕш. Пурте суя! Пирĕн çинчен начар калаçса çÿреме кирлĕ мар, чăнлăх яланах çиеле тухнине ас тусах тăрасчĕ!
Çакна татса калама пултаратпăр: тÿлевсене яланах вăхăтра паратпăр. Компани пирки пирĕн клиентсенчен, страхлакан агентсенчен ыйтса пĕлме, 61-5-48 номерпе шăнкăравлама е пирĕн пата кĕрсе тухма пултаратăр. Эпир Патăрьелĕнчи Ленин проспектĕнчи 27-мĕш çуртра, 2-мĕш хутра (ял хуçалăх управленийĕн çурчĕ) вырнаçнă.
– Паяна эсир миçен ĕçлетĕр;
– Коллективра 25 çын, унтан страхлакан агентсем 22-ĕн. Хальхи вăхăтра пирĕн агентсем кашни ялтах çук, малашне пуринче те пулĕç.
Пирĕн йыш туслă, кашнийĕ хăйне шаннă ĕçе тивĕçлĕ шайра тума тăрăшать. Çавăнпах ĕнтĕ 2010 çул пĕтĕмлетĕвĕпе пирĕн районти компани республикăра виççĕмĕш вырăн йышăнчĕ, III степеньлĕ Диплом илме тивĕçрĕ.
Хаçат урлă страхлакан агентсене лайăх ĕçленĕшĕн тав тăвас килет, уйрăмах Кзыл-Чишмари М. Ибрагимова, Турханпа тата Тури Тăрмăшпа ĕçлекен О. Кутузова, Çĕньялти В. Акимова, Пăлапуç Нурăсри Н. Урмакова, Именкассинчи Е. Филиппова пирки ырăпа кăна асăнмалла.
Юлашкинчен ман хаçат вулакансене, тивĕçлĕ канăва тухнисене çапла калас килет: эпир Чăваш Республикинче пурăнатпăр, çакăнтан укçа илетпĕр, апла пулсан патшалăхăн шутланакан “Поддержка” компанипех çыхăну тытма сĕнетĕп.
О. ПАВЛОВА калаçнă.