АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йăлана кĕнĕ турнир

12 марта 2011 г.

Патăрьелĕнчи “Паттăр” физкультурăпа спорт комплексне районти волейбол спортне юратакансем И. Хитров ячĕпе иртекен йăлана кĕнĕ турнира пуçтарăнчĕç. Ăмăртăва вунă команда хутшăнчĕ. Спорт мероприятине район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Глухов уçрĕ. Турнирта Иван Федоровичпа хăй вăхăтĕнче пĕр командăра вылянă Н.Козлов, В.Бородкин, Р.Сафиуллов, А.Долгов, Е.Долгов, В.Козлов юлташĕсем те пулчĕç. Командăсем виçĕ ушкăнпа ăмăртрĕç. “Паттăр” спорт комплексĕн команди ПУ-7 спортсменĕсенчен 2:0, Нăрваш Шăхаль ял поселени командинчен 2:1 шутсемпе выляса илсе финалти пайра тупăшма ирĕк илчĕ. Çавăн пекех çивĕч кĕрешÿре Шупашкарти кооператив техникумĕн команди маларах асăннă командăсенчен выляса илсе финала тухрĕ. Тепĕр ушкăнра вăйăра Сăкăт ял поселенийĕн, райшалĕçпайĕн командисенчен акционерсен “Батыревское” хупă обществин команди выляса илсе финала тухма пултарчĕ. Шупашкарти Патăрьел район ентешлĕхĕн волейболисчĕсем Туçа ял поселени командинчен, Патăрьелĕнчи çамрăк волейболистсенчен 2:0 шутпа выляса илсе финала тухрĕç. Финалти ăмăртусем тата çивĕчрех иртрĕç. Анчах пĕр команда та Патăрьел ентешлĕхĕн спортсменĕсене парăнтараймарĕç. Вĕсем икĕ командинчен те 2:0 шутпа выляса илсе турнирăн çĕнтерÿçи пулса тăчĕç. Иккĕмĕш вырăнта акционерсен “Батыревское” хупă обществин спортсменĕсем. Мала тухнă тата призлă вырăнсене йышăннă командăсене пурне те ятарлă грамотăсем тата укçан парса хавхалантарчĕç.

Турнирта «Чи лайăх вылякан» ята А.Сымов (ентешлĕх), «Чи лайăх тапăнса вылякан» ята Д.Емельянов (“Паттăр”), «Чи ла-йăх хÿтĕлекен» ята А.Владимиров (“Батыревское” хуçалăх), «Чи лайăх пас паракан» ята Е.Мылов (ентешлĕх) тивĕçрĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика