12 марта 2011 г.
Шашка-шахматла вылякансен хушшинче йăлана кĕнĕ ăмăрту иртрĕ.
Шашкăлла çивĕч кĕрешÿре 1-мĕш вырăна спорт мастерĕн кандидачĕ Н. Федоров (Патăрьел), 2-мĕш вырăна 1-мĕш разрядлă Т. Абянов (Тутар Сăкăт), 3-мĕш вырăна Ф. Артамонов (Сăкăт) йышăнчĕç.
Шахматла вылякансен хушшинче пĕрре те выляса ямасăр Р. Якупов (К. Камыш), 2-мĕш вырăна М. Абдуллин (К. Чишма) тухрĕç, 3–5-мĕш вырăнсене пĕр пек очкосем пухса В. Суйманов, Р. Сафиуллин, М. Калмыков (Патăрьел) пайларĕç. Çĕнтерÿçĕсене Хисеп грамотисемпе тата хаклă парнесемпе чысларĕç.
В. КОШКИН.