16 марта 2011 г.
Çуркунне çывхарнă май утарçăсен умне те тĕрлĕ ыйтусем, йывăрлăхсем тухаççĕ. Çавна май Патăрьелпе Шăмăршă районĕсенчи утарçăсем администрацин ларусем ирттерекен залне пуçтарăнса канашларĕç, пĕр-пĕрин ĕç опычĕсемпе паллашрĕç.
Семинар-канашлăва район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Глухов, унăн çумĕ, АПК предприятийĕсемпе хутшăну йĕркелекен пай начальникĕ М.Калмыков, Чăваш ял хуçалăх академийĕн зооинженери факультечĕн деканĕ, ял хуçалăх наукисен кандидачĕ Г.Тобоев, Чăваш Енри Раççей наци союзĕн утарçисен председателĕ Б.Кузмин тата ыттисем те хутшăнчĕç.
Н.Глухов 2010 çулта ял хуçалăхĕ мĕнле ĕçленипе паллаштарчĕ. Пĕлтĕрхи шăрăх çанталăка пула утар-çăсене те çăмăл килмен, апла пулин те пĕр вĕлле хурчĕн çемйинчен 10 килограма яхăн пыл юхтарнă. Çавăн пекех утарçăсем çĕнĕ технологисене пурнăçа кĕртсе пыни пирки те калаçрĕç.
Канашлура вĕлле хурчĕсен çемйисем вилнин сăлтавĕ тата вĕсене тĕрĕс усрасси, продуктивлăха тата пыл пахалăхне мĕнпе апатлантарни те витĕм кÿни пирки сÿтсе яврĕç.
О. ПАВЛОВА.