АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » УТАРçĂСЕМ КАНАШЛАРĕç ÇУР АКИ УМĕНХИ ВĕРЕНТÿ

16 марта 2011 г.

Районта çулленех çурхи ĕçсем пуçланас умĕн ял хуçалăх предприятийĕсен ертÿçисемпе, специалисчĕсемпе, фермер хуçалăхĕсен ертÿçисемпе канашлу ирттереççĕ. Кăçал та ăна йĕркелерĕç. Вăл Патăрье-лĕнчи 7-мĕш професси училищинче пулчĕ. Агроконференцие Чăваш Республикинчи “Агро-Инноваци” предприятин специалисчĕсем Н.Васильев директорпа пĕрле ертсе пычĕç.

Мероприятие район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Глухов, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, АПК предприятийĕсемпе хутшăну йĕркелекен пай начальникĕ М.Калмыков, Патăрьел районĕнчи Гостехнадзор инспекцийĕн начальникĕ И.Васильев, пай специалисчĕсем, Патăрьелĕнчи зонăри ветлаборатори начальникĕ Л.Ефимова, Чăваш Республикин ял хуçалăх министерствин тĕп специалист эксперчĕ Н.Алимова, “Раççей ял хуçалăх центрĕ” федераци патшалăх учрежденийĕн Чăваш Енри филиалĕн районти уйрăмĕн начальникĕ О.Глухов хутшăнчĕç.

Специалистсем виçĕ ушкăнпа ĕçлерĕç. “Агро-Инноваци” консультанчĕсем И.Нурсов, Е.Андриянов, В.Мутиков пĕрремĕш ушкăнпа (ял хуçалăх предприятийĕсен ертÿçисемпе, фермер хуçалăхĕсен пуçлăхĕсемпе, агрономсемпе, инженерсемпе) шăвару, минераллă удобренисен виçисене тĕрĕс шута илесси, тăпра пулăхлăхне çĕнетсе пырассине йĕркелесси пирки пăхса тухрĕç.

Ветеринарсемпе зоотехниксем – иккĕмĕш ушкăн – сăвăнакан ĕнесен апат балансне тăвасси, хушма апат-çимĕçпе усă курасси, маститран профилактика ирттересси çинчен калаçрĕç. Кунта кирлĕ сĕнÿ-сем “Агро-Инноваци” предприятин çĕнĕ технологисене пурнăçа кĕртессин пай начальникĕ Ю.Егоров тата асăннă предприятин зоотехник консультанчĕ И.Капитонов пачĕç.

“Агро-Инноваци” предприятин экономисчĕ К. Комаров виççĕмĕш ушкăнпа, (бухгалтерсемпе эконо - мистсем) ÿсен-тăран тата выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче вăй хуракансене ĕç укçи тÿлесси пирки консультаци ирттерчĕ.

(Хамăр корр.)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика