16 марта 2011 г.
Раççей Федерацийĕн Правительстви 2002 çулхи нарăсăн 19-мĕшĕнче кăларнă “Раççей Федерацийĕнчи патшалăх техника надзор органĕнче регистрациленнĕ тракторсен, çул-йĕр строительствин хăй тĕллĕн çÿрекен тата ытти машинăсен, прицепсен лару-тăрăвне пăхас тĕлĕшпе патшалăх техника тĕрĕслевĕ ирттересси çинчен” постановленипе, Чăваш Енри патшалăх технадзор планĕпе килĕшÿллĕн пирĕн районти пур организаци-предприятин, ял хуçалăх предприятисен, фермер хуçалăхĕсен тракторсене, прицепсене, ытти машинăсене пушăн 1-мĕшĕнчен пуçласа çурлан 31-мĕшĕччен патшалăх тĕрĕслевĕ витĕр кăлармалла. Мероприятин тĕп тĕллевĕ–техника мĕнле шайрине пăхасси, çыннăн сывлăхĕшĕн тата пурнăçĕшĕн хăрушлăх çуккине палăртасси, пурлăха упрасси тата тавралăха сыхласси, машинăсен шутне тĕрĕс пĕлесси.
Ял поселени пуçлăхĕсен палăртнă тапхăрта поселени территоринче техникăсене тĕрĕслев витĕр мĕншĕн кăлармалли пирки ăнлантару ĕçĕсем ирттермелле.
Организаци-предприятипе фермер хуçалăх ертÿçисен, уйрăм çынсен “хурçă утсене”, прицепсене, хăй тĕллĕн çÿрекен ытти машинăсене графикпа килĕшÿллĕн палăртнă кун тĕлне хатĕррисен ретне тăратма тивĕçлĕ мерăсем йышăнмалла.
Ял хуçалăх предпрятийĕсенчи техникăсене пушăн 24-мĕшĕнчен тĕрĕслеме тытăнма палăртнă.
И.ВАСИЛЬЕВ,
Гостехнадзор инспекцийĕн Патăрьел районĕнчи начальникĕ