16 марта 2011 г.
Пуш уйăхĕн 10-мĕшĕнче кăнтăрлахи апат вăхăчĕ çитеспе Пăлапуç Нурăсĕнчи пĕр хуçалăхра сасартăк вут-çулăм алхасма тытăннă. Хуралтăна хыпса илнĕ вута вăхăтра асăрханăран ăна çийĕнчех сÿнтернĕ.
Районти пушар хуралĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, инкек ют çын хуралтăна тивертсе янинчен пуçланнă.
Пĕр кун маларах вара Шăхачра машинăна вут хыпса илнĕ. Пушарнăйсем çирĕплетнĕ тăрăх, унăн сăлтавĕ те çакнашкалах.