16 марта 2011 г.
Пикшик ял поселенине 5 ял кĕрет. Вĕсенче пурăнакансем ĕлĕкрен пĕр-пĕринпе килĕштерсе, пĕр-пĕрне пулăшса, пĕр-пĕрин патне хăнана çÿресе, сума суса ĕмĕрĕсене ирттереççĕ. Çамрăксем юратса мăшăрланаççĕ. Çак асăннă пулăмсене тытса пырасси ял поселенийĕн пуçлăхĕн ĕçĕнчен нумай килет. Вăл йĕркеленипех, акă, Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунне уявласси, В. Маркиданов призĕсемшĕн йĕлтĕрпе чупса ăмăртасси, Çăварние палăртасси йĕркеллĕ иртрĕ. Хăйсене çирĕплетсе панă ĕçшĕн кашнийĕ яваплăха туйрĕ.
Уява ирттерсе яма палăртнă лаптăкра халăх пуçтарăнса çитсен Чăваш Республикин тата район гимнĕ янăрарĕ, уяв пуçланни çинчен Пикшик ял поселенийĕн пуçлăхĕ З. Алигберов пĕлтерчĕ.
Аслă çулăн икĕ айккипе вĕлкĕшекен ялавсем, халăха хисеплесе уява чĕнекен чăвашла тата тутарла çырнă транспорантсем кăмăллăн кĕтсе илеççĕ, чуна хумхантараççĕ.
Уяв хĕрĕсем лашасемпе çитсе кĕреççĕ. Хĕрĕсем те йышлăн. Аслă сцена çине хăпарса юрларĕç, пилĕк ял халăхне савăнтарчĕç. Кĕçĕн Арапуç, Именкасси, Еншик ялĕсенчен килнĕ лашасене илемлетнине пăхса ытараймăн.
Тикешсем çулленех хăйсен пултарулăхĕпе халăха савăнтараççĕ. Сцена çине С. Алексеев купăсçă, унăн мăшăрĕ Людмила Кузьминична йĕркелесе пыракан коллектив тухсан халăх тăвăллăн алă çупрĕ. Маттур хĕрсем чуна пырса тивекен юрăсемпе килентерчĕç. Çапах та Именкасси пикисем вĕсенчен кая юлмарĕç, купăсçă пулманни çеç коллектива чăрмантарчĕ.
Уйрăмах Лидия Корнилова çамрăк хĕр ача юрлани пурин кăмăлне те кайрĕ, ашшĕ-амăшĕ те савăнчĕ.
Тĕрлĕ вăйă пулчĕ: вĕрен туртрĕç, шашка-шахматла вылярĕç.
Уяв саманчĕ пурне те килĕшрĕ. Ваттисем чунĕпе çамрăкланчĕç.
Уява район администрацийĕн пуçлăхĕ Н. Глухов, унăн çумĕсем хутшăнчĕç, сăмах каларĕç. Çĕнтерÿçĕсене грамотăсемпе парнесем пачĕç, халăха ырă кун-çул, çирĕп сывлăх, ĕçре пысăк çитĕнÿсем, çемьере килĕшÿпе юрату сунчĕç.
В. СЕЛИВАНОВ,
ĕç ветеранĕ.