16 марта 2011 г.
“Вĕрентÿ учрежденийĕсенче педагогика технологийĕсене эффективлă ĕçе кĕртмелли чи лайăх мел” конкурса кăçал 15 шкулти 24 педагог хутшăнчĕ. Финал Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта иртрĕ. 11 учитель тупăшрĕ. Вĕсем суйласа илнĕ технологине хÿтĕлерĕç. Хирти Пикшикри вăтам шкулти географи учителĕ Э. Молотков (ÿкерчĕкре) çĕнтерÿçĕ пулчĕ.
Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкулти экономика учителĕ Р. Алеева, Турханти вăтам шкулти чăваш чĕлхипе литература учительници Л. Осипова, Сăкăтри вăтам шкулти математика учителĕ В. Ксенофонтова, Шăнкăртамри иккĕмĕш вăтам шкулти информатикăна вĕрентекен Г. Азмукова, Патăрье-лĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулти истори учителĕ Ю. Волкова, Алманчăри вăтам шкулти технологи учителĕ А. Горбунова, Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти биологи учителĕ Е. Краснова, Тутар Сăкăтĕнчи вăтам шкулти пуçламăш классен учителĕ М. Хайбуллова, Первомайскинчи вăтам шкулти вырăс чĕлхипе литература учительници Е. Кольцова, Хирти Пикшикри вăтам шкулти акăлчан чĕлхи учительници С. Петрова лауреатсем пулчĕç.
А. ИВАНОВА.