АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » УРОКСЕНЧЕ çĕКЛЕНĕ ПРОБЛЕМĂСЕМ ПУРНЕ ТЕ КИЛĕШРĕç

16 марта 2011 г.

Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти вырăс чĕлхипе литература учителĕсен методика пĕрлешĕвĕ 7 педагогран тăрать. Пурте вĕсем пысăк ĕç стажлăскерсем. Ахальтен мар учительсен ĕç ăсталăхĕпе паллашма районти ытти шкулсенчен те йышлăн килеççĕ. 2010 çулхи Патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзамен кăтартăвĕсем те лайăх. 2009 çулта та А. Туктанова ( ертÿçи В. Афанасье-ва) Раççей шайĕнчи олимпиадăн республика турĕнчи тупăшăвĕнче иккĕмĕш вырăн йышăннăччĕ.

Шкул базинче вырăс чĕлхипе литература учителĕсен семинарĕ иртрĕ. Аттестацине тата экзаменсене хатĕрленнĕ май информаципе коммуникаци технологийĕсене усă курмалли майсене пăхса тухрĕç. Семинара аттестацине кĕме хатĕрленекен учительсене тата тăххăрмĕш, вун пĕрмĕш классене вĕрентекен педагогсене йыхравларĕç. Л. Майрина 11 а , Л. Гаврилова 5 б , Ю. Тинюкова 9 а , А. Гранатская 5 а , О. Елкина 7 а классемпе тĕрлĕ темăпа уçă уроксем ирттерчĕç. Пурте пысăк ăсталăх кăтартрĕç. Мультимедиа проекторсемпе çеç мар, интерактивлă доскапа та пĕлсе усă кураççĕ. Уроксенче çĕкленĕ проблемăсем хăнасене килĕшрĕç. Вĕсем тата райадминистрацин вĕрентÿ пайĕн методисчĕсем Л. Базуновăпа Н. Федорова, шкул директорĕ В. Солдатов, директор çумĕ Т. Журавлева педагогсен ĕçне хак парса малашнехи ĕçре ÿсĕмсем сунчĕç.

А. АСТРАХАНЦЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика