АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » КОНКУРСА çĕНĕЛЛЕ ЙĕРКЕЛЕРĕç

16 марта 2011 г.

Çулсеренех Çĕньялти вăтам шкулта «Айхи вулавĕсем» конкурс иртет. Кăçал та унта чăваш чĕлхипе литературине, тăван ен культурине вĕрентекенсем йышлăн пуçтарăнчĕç. Хăйне евĕрлĕ çĕнĕлĕх кĕртнĕ тĕл пулура. “Çавра сĕтел” тавра Г. Айхине халалланă пултарулăх кунĕ 3 номинаципе иртрĕ. Пĕрремĕшĕнче “Культурăпа вăхăт калаçăвĕ” ятпа наукăпа тĕпчев доклачĕсем пулчĕç.

“Поэт-художникăн чăнлăх çутийĕ” темăна Алманчăри вăтам шкулта тăван ен культурине вĕрентекен Н. Никитина, “Айхи тата ăслăлăх кĕнеки: çĕнĕ ăрăвăн ăс-тăнне пуянлатни” темăна Сăкăтри вăтам шкулти Н. Тинюкова, “Айхи валли пуç кăшăл” темăна çак шкулти Е. Анюрова, “Юррăмсене пуç тайăп” темăна Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкулти Л. Сорокина çутатса пачĕç.

2-мĕш номинаципе “Айхине вуланăçем эп çутлăха ăнкаратăп...” презентацисене курса килентĕмĕр. Хăйсен ĕçĕсене М. Табакова, В. Яковлева (Туçари вăтам шкул), Н. Никитина (Алманчăри вăтам шкул), Е. Анюрова (Сăкăтри вăтам шкул), Л. Павлова (Шăнкăртамри иккĕмĕш вăтам шкул) хÿтĕлерĕç. Кашни презентаци хăйне евĕр пуян содержаниллĕ, паха информаципе йĕркеленĕ.

Виççĕмĕшĕнче Айхи сăввисене, поэта халалласа çырнă йĕркесене вĕрентекенсем вулани чи кăсăкли пулчĕ. Н. Квасова (Çĕньялти культура çурчĕн методисчĕ), Г. Хлебникова (Патăрьелĕнчи 2-мĕш вăтам шкул), Л. Сорокина (Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкул), М. Мадюкова (Çĕньялти вăтам шкул) хăйсен сăввисене, В. Егорова (Шăнкăртамри 1-мĕш вăтам шкул), Е. Сорокина (Первомайскинчи вăтам шкул), С. Никитина (Пăлапуç Пашьелĕнчи вăтам шкул), А. Пестрова (Хирти Пикшикри вăтам шкул) автор çырнисене пысăк туйăмпа пăхмасăр каларĕç. Райадминистрацин вĕрентÿ пайĕн методисчĕ Е. Перепелкина хастар хутшăнакансене дипломсемпе хавхалантарчĕ.

Айхи тĕнче поэзи анинче çĕнĕ сăмах каларĕ. Чăваш чунлă сăвăçăн ырă ячĕ, ĕçĕсем нихăçан та халăх асĕнчен каймĕç.

С. КУЛАКОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика