АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » НИМĕН ТЕ МАНĂçМАН, НИКАМА ТА МАНМАН

16 марта 2011 г.

Вăрçă... Хăрушă сăмах. Ун çинчен эпĕ кинофильмсемпе кĕнекесем тăрăх пĕлетĕп. Мĕн чухлĕ çухату пулнă унта. Юн тăкăннă, хуйхă-суйхă.

Паянхи çамрăк ăру çынни эпĕ. Вăхăтĕнче Тăван çĕр-шыва хÿтĕлессишĕн кунне-çĕрне пĕлмесĕр кĕрешнисене манмалла мар пирĕн, вĕсен паттăрлăхĕпе мухтанмалла.

Ф. Камалетдинов маншăн виççĕмĕш сыпăкри тăван пулать. Фирдус Абдуллович Хирти Пикшик ялĕнче çуралнă. Вĕренме юратнă вăл. Çавăнпа кашни кунах лайăх паллăсем илнĕ. Ÿсĕмĕ ытти ачасенни евĕрех иртнĕ. Спортпа туслă пулнă, чупма, сикме, мечĕк хăвалама юратнă. Кашни ăмăртăва хутшăннăран шкулта курăмлă пулнă. Хăйĕн ашшĕ, А. Камалетдинов, патне тренировкăна çÿренĕ. Çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ тунă. Çар ретне тăричченех спорт мастерĕн кандидачĕ пулнă. Ульяновск хулинчи кооператив техникумĕнче вĕреннĕ. Тутарстанра ĕçе пуçăннă. Унтан ăна çар ретне илнĕ. Сержант шкулĕнче вĕреннĕ. Кайран “хĕрÿ” вырăна янă.

Миçе çамрăкăн пурнăçĕ вăхăтсăр татăлман-ши; Пирĕн канлĕ пурнăçа сыхланă вĕсем.

Фирдус 1995 çулхи июлĕн 17-мĕшĕнче вилнĕ. Çакăн хыççăн ăна Паттăрлăх орденĕпе тата Суворов медалĕпе наградăланă. Мĕн чухлĕ куççуль тăкăнман-ши çывăх çыннисен. Çавăнпа вăрçă мĕнне эпĕ те туятăп. Вилнĕ ывăлĕсемшĕн амăшĕсен куççулĕ юхма чарăнмастех. Пирĕн те паттăр салтаксен ятне асран кăлармалла марах.

Фирдус йĕркеллĕ, пурнăçа юратакан çын пулнипе ял çыннисен асĕнче юлнă. Канмалли кунсенче ватăпа, çамрăкпа тĕл пулса калаçнă. Шкула çÿренĕ. Унăн пичĕ çинчи йăлтăр кулă “Гагаринăнни” евĕр пулнă.

Ф. Камалетдинов ятне асра тытаççĕ. Çиччĕмĕш класс унăн ячĕпе хисепленет. Çулленех Тăван çĕр-шыв хÿтĕлевçин ку-нĕнче районта Ф. Камалетдинова асăнса ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен йăлана кĕнĕ ăмăртăвĕ иртет. Шкулта асăну хăми уçнă.

Пушкăрт республикинчи “Симĕс беретсем” вокалпа инструментсен ансамблĕ пирĕн района килни çинчен хаçатра çырнăччĕ ĕнтĕ. Шăпах вĕсем Афганистанра, Чечняра пуç хунă 9 салтака асра тытса мемориал хăми тутарнă. Пирĕн шкула иккĕшне илсе килчĕç. Вĕсем Геннадий Николаевич Козловпа Фирдус Абдуллович Камалетдинов ячĕсемпе çырăннăскерсем.

Никама та манман, нимĕн те манăçман. Уявран уява çеç мар, яланах асра тытасчĕ вĕсене.

И. КАМАЛЕТДИНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика