АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » МОРЯКСЕН ПĕРЛĕХĕ – çИРĕП ВĂЙ

16 марта 2011 г.

Юлашки çулсенче Тинĕс-çар флотĕнче службăра тăнисем хăйсен вăйне пĕрлештерес тесе Юхмапа Пăла тăрăхĕнче нумай тимлеççĕ. Моряксен обществăлла организацийĕ, уйрăм хастарсем тăрăшнипех ветерансем те, çамрăксем те хăйсен службипе çыхăннă кашни уявах пуçтарăнаççĕ. Черетлĕ тĕл пулу Тăван çĕр-шыв хÿтĕлевçин кунĕнче Па-тăрьелĕнче моряксене асăнса лартнă палăк умĕнче пуçланнă. Малтанах вĕсем хăйсенчен вăхăтсăр уйрăлнă службăри юлташĕсене асра тытса та чыс туса вĕсен канлĕхĕшĕн пуç тайнă, чечек çыххи хунă.

Уявăн малаллахи пайĕ те кăмăллă иртнĕ. Моряксен обществăлла организацийĕ ячĕпе çамрăксем хушшинче патриотла воспитани ĕçне хастар хутшăннă уйрăм ветерансене медальсемпе Хисеп грамотисем парса чысланă. Çак хисепе С.Мышов, Р.Сафиуллов, Г.Леонтьев, В.Максимов, А.Шулепов тивĕçнĕ.

Тĕл пулура обществăлла организацинчи çамрăксемшĕн ветерансен аса илĕвĕ питĕ кăсăклă пулнă. В.Викторов, И.Самакин, С.Мышов Тинĕс-çар флочĕн ветеранĕсем вăхăтĕнче 5-7 çулшар службăра тăнă. А.Ефремовпа А.Ильбеков тата ытти çамрăк моряксемшĕн те аксакалсем каласа пани чылайлăха асра юлĕ.

А.НИКОЛАЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика