АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » КИЛĕСЕНЕ ТУЛЛИ КĂМĂЛПА САЛАНЧĕç

16 марта 2011 г.

Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунне халалланă концерта Тури Чакă культура çурчĕн çумĕнчи пултарулăх ушкăнĕ “Çăварни” юрăпа пуçларĕ. Уйрăм юрăçсенчен Е.Пузайкина, Еленăпа Мария Вахмистровăсем, Н.Иванова, Луиза, Александра тата Ольга Михайловăсем, Л.Никитина, А.Сюзюкина тата Л.Ежова палăрчĕç. Г.Зотовăпа Л.Фролова артист пулмах çуралнă тейĕн. Шÿтсемпе тăраничченех култарчĕç куракансене. Аслă Чементи вăтам шкулта кĕçĕн классенче вĕрентекенсем, А.Ананьевăпа Л.Тимошкина, шăрантарнă юрăсем пурин кăмăлне те кайрĕç. Виçĕ юрă парнелерĕç вĕсем уяв ячĕпе хĕрсемпе хĕрарăмсене.

Концерта малалла виççĕмĕш класра вĕренекенсем тăсрĕç. Хĕрачасем сенкер атлас чăваш кĕписемпе, тĕрĕллĕ саппунсемпе, арçын ачасем вара симĕс атлас кĕпесемпе. Ачасене пăхса ытарма çук! Юрă хыççăн юрă, такмаксем, сăвăсем парнелерĕç куракансене. Кашăксемпе, параппанпа, тĕрлĕ шакăртмапа усă курчĕç вĕсем. Культура çурчĕ кĕрлесе çеç тăчĕ. В.Капитонова хăйĕн илемлĕ сассипе юрласа пурне те тĕлĕнтермеллипех тĕлĕнтерчĕ. А.Ананьевăн пуласлăхĕ пысăк пуласси те куç кĕрет. “Пукане” юрра вăл телевизор çинчи юрăçсенчен кая мар шăрантарчĕ. “Пилеш ка-йăксем” юрăпа хатĕрленĕ чăваш ташши те куракансен кăмăлне кайрĕ.

А.Ананьевăпа музыкăпа вĕрентекен З.Латышева хатĕрленĕ концерт чăннипех пурне те килĕшрĕ. Тулли кăмăлпа саланчĕç курма пынисем.

Н.КОШЕЛЕВА. Аслă Чемен

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика