АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ырă çын çинчен ырă сăмах

16 марта 2011 г.

Мускавран хурлăхлă хыпар çитрĕ. Пирĕн ентеш, маттур чăваш, медицина наукисен докторĕ Владимир Козлов профессор вилни çинчен çырчĕç.

Владимир Козлов– питĕ ăста кардиохирург, ылтăн алăллă тухтăрччĕ. Вăл нумай пулмасть кăна 80 çул тултарчĕ. Эпĕ ăна питĕ лайăх пĕлеттĕм. Вăл Анат Туçа ялĕн-че çуралса ÿснĕ. Вĕренсе тухса тухтăр пулсассăнах тăван таврана ĕçлеме таврăннă. Эпир çамрăк чухне, иртнĕ ĕмĕрти 50-мĕш çулсен вĕçĕнче, Аслă Арапуçĕнчи больницăра тĕп врач пулса ĕçлетчĕ. Ун чухне Первомайски районĕ уйрăмччĕ-ха. Пирĕн талантлă поэтăмăр Митта Ваçлейĕ ун аллинче вилсе кайнă. Çакăншăн питĕ кулянчĕ вăл. “Ниепле те çăлса хăварма çукчĕ çав, чĕри ним юлми пĕтнĕччĕ,–тесе каласа кăтартатчĕ.–Çитменнине тата вăл аптраса ÿкнине пире кая юлса пĕлтерчĕç...”

Кăштах вăхăт иртсен Володя, эпир унпа пĕр-пĕрне ятпа чĕнеттĕмĕр, Мускава кардиологи центрне хушма пĕлÿ илме тухса кайрĕ. Унти ăста тухтăрсем, вăл тăрăшакан çын пулнине пĕлсе, ăна кайран çавăнтах ĕçлеме хăварчĕç. Мускавра чирлĕ чĕресене касса сиплекен чи ăста тухтăрсенчен пĕри пулса тăчĕ. Çакăн хыççăн вара Володя Чăваш Республикинчи чĕрепе аптракансене хăй патне чĕне-чĕне илсе сиплеме тытăнчĕ. Вуншар-вуншар çынна, чылай хушă асапланакансене те, вилес патне çитнисене те, Мускава илсе кайса сыватрĕ вăл. Эпир унпа яланах çыхăну тытса тăраттăмăр. Пĕтĕм çĕр-шыв пĕлекен ăста чĕре хирургĕ пулсассăн та вăл хăй чăваш иккенне нихăçан та манмастчĕ.

Тăпру çăмăл пултăр санăн, маттур чăваш, Владимир Козлов! Эпир, сана пĕлекенсем пурте, эсĕ сыватнă çынсем те, нихăçан та манас çук.

Юхма МИШШИ,

Чăваш халăх писателĕ, академик.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика