АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Квитанцисĕр укçа илсе тĕрĕс тăваççĕ-ши;

16 марта 2011 г.

Нумай пулмасть эпĕ ял поселени администрацине нотариус çирĕплетнĕ доверенность удостоверенине илме кайрăм. Уншăн ял поселени специалистне 500 тенкĕ тÿлерĕм, анчах мана çакна ĕнентерекен нимĕнле документ та памарĕ.

Власть органĕсем укçапа ĕçленĕ чухне мĕнле йĕрке пулмалла-ши; Вĕрентÿ учрежденийĕсем те ашшĕ-амăшĕнчен тăтăшах тĕрлĕ сăлтавпа укçа пуçтараççĕ.Çакна мĕнле ăнланмалла; М.САБИТОВ. Шăнкăртам ялĕ.

Ыйтăва район прокурорĕн çумĕ, юстицин кĕçĕн советникĕ В.Ягудин çапла хуравларĕ:

– Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем, вĕрен-тÿ учрежденийĕсем, çавăн пекех тĕрлĕрен харпăрлăх формиллĕ организацисем çакăн пек тĕслĕхсенче Раççей Федерацийĕн касса операцийĕсем ирттермелли саккуна пăхăнмалла. Ăна Раççей Тĕп Банкĕн директорсен Канашĕ çирĕплетнĕ. Асăннă саккунăн 13-мĕш пункчĕпе килĕшÿллĕн граждансенчен укçа илнĕ чухне касса ордерĕ çумне тĕп бухгалтер е кассир пичет çапнă квитанци кирлĕ. Квитанци памасăр пĕр-пĕр ĕçшĕн укçа йышăнни–саккунсăр. Çакă ача амăшĕсенчен укçа пуçтаракансене те пырса тивет.

Çак йĕркене пăхăнман çынсене РФ административлă право йĕркине пăсни çинчен калакан Кодексăн 15.1 стат-йипе килĕшÿллĕн айăплаççĕ. 2010 çулта халăха тÿлевлĕ çăмăллăхсем панине тĕрĕсленĕ чухне район прокуратури ял поселенийĕсен ултă пуçлăхне административлă майпа айăпласа штрафланă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика