АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Эпир пĕр-пĕриншĕн интереслĕ

19 марта 2011 г.

Тутарстанра ĕçлĕ визитпа пулнă май пуш уйăхĕн 15-мĕшĕнче Чăваш Ен делегацийĕ Хусан Кремлĕпе, Кул Шариф мечечĕпе тата Благовещени соборĕпе паллашнă. Унтан Чăваш Енпе Тутарстан пуçлăхĕсен Михаил Игнатьевпа Рустам Миннихановăн тĕл пулăвĕ иртнĕ. Вĕсем суту-илÿ тата экономика, культура енĕпе икĕ еншĕн те усăллă никĕс çинче килĕштерсе ĕçлес ыйтусене сÿтсе явнă.

ТР Президенчĕн резиденцийĕнче икĕ республика тачă çыхăну тытса ĕçлесси çинчен калакан килĕшĕве алă пуснă. “Пирĕн халăхсен авалхи тымарĕсем пĕрлехисем. Пĕрлехи истори, çывăх чĕлхесем, пире авалхи туслăх тата кÿршĕллĕ хутшăнусем пĕтĕçтереççĕ. Культурăпа çыхăннă йăла-йĕрке, икĕ республикăра пурăнакан халăхсен пуян еткерĕ – вĕсене упраса хăвармалла, ăруран ăрăва парса пымалла, вĕсем çамрăксемшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулмалла”, – тенĕ Чăваш Ен Президенчĕ.

Тăванлă икĕ халăхăн истори опычĕ культурăра сăнарланнă. Паян Тутарстанри чăваш диаспори икĕ республика аталанăвне курăмлă тÿпе хывать. Тутарстан Президенчĕ çапла палăртнă: “Сирĕн патра тутарсем шучĕпе виççĕмĕш наци, пирĕн патра та чăвашсем шутпа виççĕмĕшĕ. Ку вара – хушма обязательствăсем, мĕншĕн тесен пирĕн культурăна, чĕлхене, йăла-йĕркене упраса хăварма условисем йĕркелемелле. Эпир Чăваш Енпе Тутарстан малашне те пĕрле ĕçлесси, сирĕн пата опытпа паллашма пырасси çинчен калаçса татăлтăмăр”.

М. Игнатьев Тутарстан пуçлăхне чăваш делегацине тарават йышăннăшăн тав тунă: “Пĕрлехи ĕçĕмĕре малалла тăсмалла, пирĕн пĕр-пĕрне пулăшса пымалла. Алă пуснă килĕшÿ çыхăнусене анлăлатас енĕпе шанчăк кÿрет. Истори, культура, пуян йăла-йĕрке, çамрăксене воспитани парасси – çакă çÿллĕ шайра пулмалла”.

Журналистсемпе калаçнă май ТР Президенчĕ çапла палăртнă: “Пире, çĕнĕ ер-тÿçĕсене, экономика, вĕрентÿ тата культура сферинче алла-аллăн ĕçлессине анлăлатма çакнашкал импульссем кирлĕ. Эпир ку енĕпе чăннипех ĕçтешсем. Чăваш Ен – пысăк мар республика, анчах унăн нумай проекта, çав шутра строительствăра, вĕрентÿре, ытти сферăра, пурнăçламалли лайăх опыт пур. Пирĕн вара – çĕнĕ технологисем, технопарксем, инноваци проекчĕсем. Эпир икĕ республикăна та тупăш кÿрес тĕллевпе пĕр-пĕрин опычĕпе усă куратпăр». Калаçăва вĕçленĕ май Р. Минниханов тутарсен наци уявĕ Сабантуй кăçал Чăваш Енре иртесси çинчен пĕлтернĕ, унта Тутарстан делегацийĕ те пулĕ.

Культура тата нацисен хутшăнăвĕсен сферинчи тĕллевлĕ ĕçе илес пулсан Тутарстанра Чăваш Енĕн театр-концерт учрежденийĕсен гастролĕсем, халăх пултарулăхĕн коллективĕсен концерчĕсем ирттереççĕ, тĕрлĕ тĕл пулу, литература каçĕсем...Тутарстанри талантсем вара çулленех Пĕтĕм Раççейри халăх пултарулăхĕн “Раççей çăл куçĕсем” фестивале, Пĕтĕм Раççейри ал ăстисен “Ăстасен Руçĕ” конкурсне, республика шайĕнче иртекен Сабантуя килеççĕ.

Тутар эстрада юррисен Чăваш Республикинче çуллен йĕркелекен “Урмай моны” фестивалĕ тутар диаспорин ĕç-хĕлне вăйлатма тата йăла-йĕркене упрама уйрăмах пысăк пулăшу кÿрет. Чăваш Енри мăсăльмансемшĕн Патăрьел районĕнчи Шăнкăртамра пысăк мечĕт уçни 2010 çулхи пĕлтерĕшлĕ ĕçсенчен пĕри пулчĕ.

Юлашкинчен М. Игнатьев Р. Минниханова тата Тутарстан делегацине кăçалхи çĕртме уйăхĕнче Республика кунне уявланă тапхăрта Чăваш Ене официаллă визитпа килме йыхравланă.

Н. СЕМЕНОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика