19 марта 2011 г.
Сывă пурнăç йĕркине мĕн çамрăкран пăхăнса ÿсни–çирĕп сывлăх никĕсĕ. Çакна тĕпе хурса Тутар Сăкăтĕнчи вăтам шкулта Ф.Атнагуллова библиотекарь йĕркеленипе “Пирус туртнин сиенĕ” ятпа пиллĕкмĕш классемпе уçă калаçу ирттернĕ.
Унччен маларах вара ачасем пирус туртнин сиенĕ пирки кашнийĕ хăйсен шухăшне çырнă, ашшĕ-амăшĕпе анкетăри ыйтусене хуравланă.
Уçă калаçу хыççăн ачасем пирус туртни çитĕнекен çамрăк организмшăн мĕнле пысăк сиен кÿни, вăл сывлăха епле хавшатни пирки видеосюжет пăхнă, кайран пĕрле сÿтсе явнă.