19 марта 2011 г.
Чăваш Ен Президенчĕ Михаил Игнатьев Раççей Правительствин Председателĕ Владимир Путин сывлăх сыхлавне модернизацилес тата çĕр-шыв субъекчĕсенче хальхи перинаталь центрĕсен строительствин регион программисене пурнăçлас ыйтупа ирттернĕ видеоконференцие хутшăннă.
Премьер-министр палăртнă тăрăх сывлăх сыхлавне 2011-2012 çулсенче çĕнетсе улăштарасси çинчен чи малтан килĕшÿ тунă Раççейĕн виçĕ регионĕн шутне Чăваш Республики те кĕрет.
Михаил Игнатьев Президент ЧР патшалăх çыхăну тата информатизаци комитетне республикăри больницăсенче тухтăр патне электрон мелĕпе çырăнассине йĕркелес тата тытса пырас енĕпе ĕçсене çĕнетсе лайăхлатма ыйтнă.