19 марта 2011 г.
Чăваш Ен Культура министерстви тата ЧР Театр деятелĕсен со-юзĕ пьесăсен республика конкурсне йĕркелесси пирки пĕлтереççĕ. Вăл 2011 çулхи пуш уйăхĕн 21-мĕшĕнчен пуçласа 2012 çулхи пуш уйăхĕн 27-мĕшĕччен иртĕ.
Конкурса профессионал драматургсем, хăй тĕллĕн вĕреннĕ авторсем тата автор коллективĕсем хутшăнма пултараççĕ. Чăвашла çыр-нă, халĕччен сцена çине кăларман, пичетре пулман, юридици сăпа-тĕнчи, уйрăм çынсем туянман хайлавсене йышăнаççĕ. Ĕçсене кăçалхи юпа уйăхĕн 1-мĕ-шĕччен йышăнаççĕ. Çак адреспа çитермелле: Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 17 çурт, ЧР Культура министерстви, 412 пÿлĕм. Ыйтса пĕлмелли телефон: 62-03-65.