АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » 2010 çулшăн литературăпа искусство енĕпе Чăваш Республикин Патшалăх премине илме тăратнисен ячĕсене пĕлте

19 марта 2011 г.

 

Чăваш Республикин Президенчĕ çумĕнчи Литературăпа искусство енĕпе Чăваш Республикин Патшалăх премине парас тĕлĕшпе ĕçлекен комисси пĕлтернĕ тăрăх 2010 çулшăн литературăпа искусство енĕпе Чăваш Республикин Патшалăх премине çĕнсе илмелли конкурса çак ĕçсене тăратнă:

1.Юрий Петрович Иванов (Юрий Сан) прозаикăн “Упи каçман çырминчен” (Над медвежьим оврагом) романне.

Чăваш Республикин Писательсен “Хурăнташ” союзĕ тăратнă.

2.Чăваш наци музейĕн “Яланлăхах хамăр чĕрере упратпăр” проектне. Ăна Чăваш Республикин Çар мухтавĕн музейĕнче авторсен коллективĕ пурнăçа кĕртнĕ. Унăн йышне–И. П. Меньшикова, проект ертÿçи, Чăваш наци музейĕн директорĕ; В. М. Николаев, Чăваш наци музейĕн ăслăлăхпа экспозици пайĕн заведующийĕ; А. М. Тихомиров, художник-дизайнер, Раççей Дизайнерсен союзĕн Чăваш регион уйрăмĕн членĕ; Г. В. Хрусталева, Чăваш наци музейĕн информаци технологийĕсен секторĕн заведующийĕ; В. Г. Шляхина, Чăваш наци музейĕн директорĕн ăслăлăх енĕпе ĕçлекен çумĕ.

Пĕтĕм Раççейри вăрçă тата çар службин ветеранĕсен общество организацийĕн Чăваш регион уйрăмĕ тăратнă.

3.Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕн музыка спектакльне–Р.Леонкаваллон “Паяцы” оперине. Ăна авторсен коллективĕ лартнă, унăн йышăнче–М. Ю. Жучин, режиссер-постановщик; Е. Г. Лемешевская, балетмейстер; О. С. Нестерова, дирижер-постановщик; Д. Н. Семкин, Т. В. Тойбахтина, тĕп рольсене вылякансем.

Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕ тăратнă.

Комисси культурăпа ÿнер учрежденийĕсене, вĕренÿ заведенийĕсене, общество пĕрлешĕвĕсене, пултарулăх союзĕсене, ученăйсемпе специалистсене, ĕç коллективĕсене, культурăпа ÿнер ĕçченĕсене, анлă общественноçа тата уйрăм çынсене республикăри массăллă информаци хатĕрĕсен страницисенче, телекуравпа радио кăларăмĕсенче е çырусенче çак ĕçсене сÿтсе явмашкăн хастар хутшăнма, хăйсен шухăшĕсене, сĕнĕвĕсене тата асăрхаттарăвĕсене пĕлтерме чĕнсе калать. Ĕçсене сÿтсе явнисене, асăрхаттарнисене, сĕнÿсене комиссие 2011 çулхи ака уйăхĕн 30-мĕшĕччен çак адреспа ярса памалла: 428004, Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 17 çурт, 412 пÿлĕм, ыйтса пĕлмелли телефон: 62-03-65 е-mail, kult1@cap.ru.

Тĕплĕнрех комисси секретарĕнчен Альбина Ивановна Алексеевăран 62-03-65 номерпе шăнкăравласа ыйтса пĕлмелле.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика