АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Саккунĕ Кăра, çапах тĕрĕс

19 марта 2011 г.

Миграци службин Патăрьел районĕнчи территори пункчĕ халăха тĕрлĕрен патшалăх çăмăллăхĕ парать: Раççей Федерацийĕн гражданинĕ пулнине ĕнентерекен паспорт тунинчен пуçласа Раççей Федерацийĕн гражданствине йĕркелени таранчченех. Унсăр пуçне уйрăм граждансемпе должноçри çынсем регистраци йĕркисене, Раççей Федерацийĕн миграци законодательствине мĕнле пăхăнса пынине те тĕрĕслесе тăрать. Йĕркене пăсакансен ячĕпе вара административлă протокол çырма, штрафлама тивет.

2006 çултанпа паспорта вăхăтра улăштарманшăн тата регистрацисĕр, паспортсăр пурăннăшăн 1500–2500 тенкĕ штраф параççĕ.

Граждансем 20 тата 45 çул тултарсан е хушаматпа ашшĕ ятне улăштарсан паспорта çĕнетмеллине пĕлеççĕ пулин те йĕркене пăсакансем тупăнсах тăраççĕ. Çакнашкал тĕслĕхсенче те вĕсен саккунпа килĕшÿллĕн штраф тÿлеме тивет, ку тĕлĕшпе асăрхаттару çук. Административлă штрафа вăхăтра тÿлемесен ĕç миравай судьясене çитет. Ун чухне вара судья штрафа икĕ хут ÿстерме пултарать.

Икĕ уйăхра пирĕн миграци служби тĕрлĕ сăлтавпа йĕркене пăснă 46 çынна тупса палăртнă. Вăл шутра иккĕшĕ ют çĕр-шыв гражданĕсем.

Г.СУГУТСКИЙ,

Раççей миграци службин Чăваш Республикинчи Патăрьел районĕнчи территори пункчĕн пуçлăхĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика