19 марта 2011 г.
Пуш уйăхĕн 12-мĕшĕнче Туçари пĕр хуçалăхра 80 çултан иртнĕ арçынпа хĕрарăмăн виллисене тупнă. Инкекĕн сăлтавĕ–ватă çынсем сĕрĕмпе сиенленни.
Çак кунхине вĕсен килĕнче пурăнакан 52 çулхи ывăлĕ кăмака хутса янă. Вăл юсавсăр пулнă-мĕн. Каçхине вара пурте çывăрма выртнă. Чăн малтанах инкеке вĕсем патне пынă çынсем сиснĕ, “васкавлă пулăшăва” чĕннĕ. Медицина работникĕсем çитнĕ çĕре ашшĕпе амăшĕн чĕрисем тапман, иккĕшĕ те вилнĕ. Ывăлне вара çийĕнчех больницăна илсе кайнă. Хальхи вăхăтра çак пăтăрмах мĕнле пулса иртнине РФ следстви комитечĕн Чăваш Республикинчи следстви управленийĕн Патăрьелĕнче вырнаçнă районсем хушшинчи следстви пайĕ тĕпчет.
В.ЗАЙЦЕВ,
РФ следстви комитечĕн Чăваш Республикинчи следстви управленийĕн Патăрьелĕнче вырнаçнă районсем хушшинчи следстви пайĕн аслă следователĕ.