23 марта 2011 г.
Пуш уйăхĕн 18-мĕшĕнче район депутачĕсен Пухăвĕн тăваттăмĕш ларăвĕ иртнĕ. Ларăва район пуçлăхĕ–район депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ М.Петров ертсе пынă. Унăн ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Глухов, район администрацийĕн структура подразделенийĕсен ертÿçисем, ял поселенийĕн пуçлăхĕсем хутшăннă. Депутатсем 2011–2012 çулсенче бюджет тăкакĕсен тухăçлăхне ÿстермелли, районта 2011-2013 çулсенче муниципаллă службăна аталантармалли, 2011-2015 çулсенче кăшлакан чĕр чунсемпе кĕрешмелли, çутçанталăкпа çыхăннă тата уйрăмах йывăр инфекци чирĕсене хирĕç профилактика тумалли, энергие перекетлемелли тата тухăçлăхне ÿстермелли çинчен калакан программăсене йышăннă.
Çавăн пекех ларура унчченхи йышăнусене хăш-пĕр улшăну кĕртнĕ, кулленхи ыйтусене сÿтсе явнă.