АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕллевлĕ ыйтусене пăхса тухнă

23 марта 2011 г.

Район админстрацийĕн пуçлăхĕ Н.Глухов структура подразделенийĕсен ертÿçисен черетлĕ канашлăвĕнче хальхи вăхăтра татса памалли тĕллевлĕ ыйтусене хускатнă. Çурхи шыв-шур тапхăрне вырăнсенче пысăк яваплăха туйса хатĕрленмелле. Вăл никама та инкек-синкек ан кăтарттăр. Çураки ыйтăвĕ те тĕп вырăнта пулмалла.

Çавăн пекех канашлура вырăнсенче тирпей-илем, тасалăх ыйтăвĕпе ĕçлессине, автоçулсене шыв-шур вăхăтĕнче ăнăçлă пăхса тăрассине, район тата ял поселенийĕн бюджечĕсене пахалăхлă пурнăçлассине те хускатнă.

Пуш уйăхĕн 20-мĕшĕнчен пуçласа ака уйăхĕн 20-мĕшĕччен районта “Шурă салтак тÿмми” ( “Белая ромашка”) уйăхлăх пынă май, канашлура районти тĕп больницăра “Уçă алăк кунĕсем” йĕркелессине те каланă.

Умра– шкул ачисен çуркуннехи каникулĕ. Вăл хаваслă та кăмăллă, усăллă, пăтăрмахсăр ирттĕр тесе тăрăшмалла, ачасен канăвне ăнăçлă йĕркелемелле.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика