АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Акара вăй хуракан вырмара хур курман Çур акине тухмалли вăхăтчен шутлă кунсем кăна юлчĕç.

23 марта 2011 г.

Яваплă тапхăр çитиччен, пушăн 17-мĕшĕнче, агроконференци иртрĕ.Унта Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕн çумĕ Л.Николаев, район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Глухов, унăн çумĕ, АПК предприяти-йĕсемпе хутшăну йĕркелекен пай начальникĕ М.Калмыков, “Раççей ял хуçалăх центрĕ” федераллă патшалăх учрежденийĕн Чăваш Республикинчи ертÿçин çумĕ А.Титова, “Чувашский” учрежденин директор çумĕ О.Лисицын, çак учрежденинчи агротивĕçтерÿ пай начальникĕ Л.Гаврилова, “Сингента” фирма представителĕ Г.Тихонов, çавăн пекех районти ял хуçалăх предприятийĕсен ертÿçисем, агрономсемпе инженерсем, уй-хир бригадин бригадирĕсем, фермер хуçалăхĕн пуçлăхĕсем хутшăнчĕç.

Агроконференцие М.Калмыков ертсе пычĕ. Мероприятие хутшăнакансем 2010 çулта ял хуçалăхĕнче мĕнле ĕçленине пăхса тухрĕç, пĕтĕмлетрĕç, кăçалхи тĕллевсене палăртрĕç. Машинăпа трактор паркĕнчи лару-тăрупа, вăрлăхсен кăтартăвĕсемпе, ял хуçалăх культурисене валли комплекслă хÿтĕлевсемпе, тăпра пулăхлăхне ÿстерекен çĕнĕ мелсемпе паллашрĕç.

Кăçалхи ĕç планĕпе килĕшÿллĕн, ял хуçалăх предприятийĕсен пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене – 10335 гектар, çĕр улми – 1410, сахăр кăшманĕ – 362, пахча çимĕç – 95, сухан севок – 102, кукуруза – 253, пĕр çул ÿсекен курăксем – 2385 гектар, пурĕ пĕрле 26046 гектар, никĕсе хывма палăртнă.

Пĕлтĕр кĕрхи культурăсене 7014 гектар акса хăварнă. Вĕсем тата нумай çул ÿсекен курăк аван хĕл каçнине палăртрĕç. Кĕрхисен 90 процента яхăнĕ лайăх сыхланнă.

Çур аки ирттерсе яма пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем, страхлакан фондпа, 37090 центнер кирлĕ. Пурĕ 38868 центнер хатĕрленĕ, унтан 74 проценчĕ кондициллĕ. 8 ял хуçалăх предприятийĕ пысăк репродукциллĕ вăрлăх 194,6 тонна туяннă.

Çĕр улмин управа хунă вăрлăхĕн 70 проценчĕ лайăх сыхланнă, ыттине вара сутăн илме тивет, çав шутр¬а–ял халăхĕ валли те.

Минераллă удобренисем тухăçа пысăк витĕм кÿреççĕ. Кăçала валли вăл, чи пĕчĕк виçепе шутласан та, 3000 тоннăран кая кирлĕ мар. Паяна вара 1300 тонна пур, ку кирлинчен пĕрре виççĕмĕш пайĕ кăна. Апла пулсан шухăшлама, тивĕçлĕ йышăнусем тума вăхăт.

– Ÿсен-тăрана хÿтĕлекен хатĕрсене республикăри оператор поставщиксем илсе килсе тăраççĕ, вĕсемпе пирĕн çыхăнусем çирĕпленнĕ. Анчах та компанисенчен чылайăшĕ малтан укçа памасăр ĕçлесшĕн мар, çавăнпа та ял хуçалăх предприяти-йĕсен илсе килсе памалли условисем пирки халех килĕшÿ тумалла, – терĕ М.Калмыков агроконференцие хутшăнакансене.

Çунтармалли-сĕрмелли материалсăр та акана тухаймăн. Çурхи ĕçсене ирттерме дизтопливо 650 тонна (494 тонна пур), А-76 автобензин – 100 (85 тонна пур), дизель çăвĕ 35 тонна ( 15 тонна пур) кирлĕ.

Ял хуçалăх техникин 71-96 проценчĕ ĕçе тухма юрăхлă: тракторсен–84 проценчĕ, сеялкăсен – 90, культиваторсен – 96, дискаторсен – 88, çĕр улми лартаканнисен – 75, груз турттаракан автомашинăсен – 71 проценчĕ.

Яваплă тапхăра ирттерсе яма, малтанхи шутлавсем тăрăх, 210 миллион тенкĕ кирлĕ пулать.

О.ПАВЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика