АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Коллективăн савăнма сăлтавĕ пысăк

23 марта 2011 г.

Республика Президенчĕн çамрăксен творчествăри ăнтăлуне, çитĕнĕвне кура стипенди уйăрма йышăннă списокĕнче Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти вĕренÿ отличникĕсем те пур. Вĕсем–Дарья Медведева, Дмитрий Сорокин, Антон Тинюков.

Д.Медведева вуннăмĕш класра вĕренет. Вăл вĕренÿ отличници, обществăлла ĕçре те яланах кăтартуллă. Унсăр пуçне Даша спортра та хăйĕн вырăнне тупнă. Районта иртекен кашни ăмăртурах унăн ячĕ малтисен ретĕнче. Волейболла выляс енĕпе тăтăшах шкул чысне хÿтĕлет. Хăйĕн пултарулăхне Президент шайĕнче пысăк хак панăшăн вăл çав тери хĕпĕртет, мал ĕмĕтпе пурăнать.

Тус-юлташĕсемшĕн, пĕчĕк шăллĕшĕн вăл яланах ырă тĕслĕх. Ашшĕ-амăшĕ тата педагогсем унпа мухтанаççĕ, савăнаççĕ.

А.Тинюков вуннăмĕш класра ăс пухать. Ăна районта иртекен кашни спорт ăмăртăвĕнчех курма пулать. Вăл ирĕклĕ майпа та кĕрешет, алă вăйĕ те виçет, кире пуканĕ те йăтать, волейболла выляс енĕпе шкул, район командисен чысне хÿтĕлет. Антон юлташĕсенчен ăс-тăнĕпе те, пултарулăхĕпе те, çирĕп кăмăлĕпе те уйрăлса тăрать. Вăл–районти тата республикăри конкурссен çĕнтерÿçи.

Д.Сорокин–вĕренÿ отличникĕ. Вăл 11-мĕш класра вĕренет. Дима анлă тавракурăмлă ача. Уйрăмах физика, математика, хими, информатика предмечĕсене кăмăллать. Вĕсене тарăнрах пĕлме тăрăшать. Дима сăпайлăхĕпе те уйрăлса тăрать. Юлташĕсем унтан ырă тĕслĕх илеççĕ. Пурнăçра сывă пурнăç йĕркине мала хурать. Шкулта тата районта иртекен спорт ăмăртăвĕсене хастар хутшăнать.

О.Каллина.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика