АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кашни çын вăл–хăй тĕнче

23 марта 2011 г.

Чăннипех те пултаруллă та маттур çынсемпе пуян пирĕн тăрăх. Камсем кăна çук-ши; Ăста столяр,

техник, çĕвĕç, алă ăсти, вĕрентекен, тухтăр тата ытти те.

Паянхи сăмахăм шăпах çавăн пеккисенчен пĕрин çинчен пулĕ. Г. Мулюкова Вăтаелĕнче çуралса ÿснĕ. Туçа каччипе пĕрлешнĕ. Маларах ферма заведующи-йĕнче ĕçленĕ. Хальхи вăхăтра Туçари “Сар хĕвел” ача садĕнче хуçалăх заведу-ющийĕнче вăй хурать. Çĕвĕç те, вĕтĕ шăрçапа тĕрĕ ăсти те. Пушă вăхăтра сăвăсем çырать. “Мăшăрăма” ятлă сăвăсен пуххине кăларчĕ.

Галина Васильевнăн пултарулăх каçĕ Туçари вăтам шкулта иртрĕ. Уявра унăн тĕррисен выставкине йĕркелерĕмĕр. Сăввисен пуххине презентацилерĕç кунта. Ача-пăча валли те, вăтам, аслă ÿсĕмрисем валли те тупăнаççĕ çак кĕнекере йĕркесем. Вĕсенчен юрра хывнисем те чылай. Шкул ачисем унăн сăввисене вуларĕç, авторпа М. Михайлова юрăсем шăрантарчĕç. Пултарулăх каçне “Кашни çын вăл–хăй тĕнче” ят патăмăр. Чăннипех те çапла мар-и-ха; Тĕрлĕ енлĕ талантлă çын вăл хăй пĕр тĕнче. Тĕслĕх вырăнне Г. Мулюковăнах илер.

Юрă хыççăн юрă шăрантарчĕç ĕçтешĕсем, ача садне çÿрекенсем вара ташăсемпе савăнтарчĕç. Г. Мулюкова районти сăвă юратакансен “Мехел” клубăн хастарĕ те. Унăн ертÿçи Н. Мазякова малашне те тăрăшуллă пулма ăнăçу сунчĕ. Уяв “Тăвансемĕр, савăнар пĕрле” юрăпа вĕçленчĕ.

Н. ЯКОВЛЕВА,

Вăтаел ял библиотекин ертÿçи.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика