23 марта 2011 г.
“Авангард” хаçатăн çырусемпе социаллă пурнăç пайне ялсенчи ватăсем хăйсене пăшăрхантаракан ыйтусене хăш организацинче татса пама пулăшакан пуррине ыйтса пĕлес тĕллевпе сахал мар шăнкăравпа тухаççĕ.
Вĕсене те ăнланма пулать. Самана улшăннăран пĕр организаци пĕтет, тепри “çуралать”. Хăшĕн алăкĕнчен кайса шаккамалла; Ватăсем мар, çамрăкраххисем те иккĕленеççĕ. Кивĕ Ахпÿртре 2011 çул пуçланас умĕн пĕр çын вилчĕ. Вăхăтĕнче кама кăна ырă туса пулăшман-ши вăл; Шутласа та пĕтереймĕн. Анчах хăйне юлашки çула ăсатма пуçтарăннă май маларах çуса лартнă тарăн юра уçакан тупма çăмăлах пулман. Кам патне утмалла; Депутат çинчен аса илнĕ. Юлашки созывра район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ пулма суйланнă В. Мальцевпа канашланă. Валерий Феоктистовичăн çурт умĕнче парк çук. Вара вăл хăй ĕçлекен акционерсен “Батыревский” хупă пĕрлешĕвĕн ер-тÿçипе П. Ялуковпа пĕрле ыйтăва татса панă.
Суйлав иртни нумай вăхăт мар пулин те депутатăн тепĕр ырă ĕçĕпе савăнакансем пуррине те çырсах хăварас килет. Ялăн аялти урамĕнче кĕрлĕ-çурлă пылчăк çăрăлать. Автомашинăпа мар, çуран çÿреме те кансĕр. Çакăнтан пуçланă хăйĕн шанăçне тÿрре кăларма Валерий Феоктистович. Кивĕ хуралтăсен юлашкисене турттарса пама пулăшнă. Ăна сарса тикĕслессине вара çак урамра пурăнакансем хăйсемех пурнăçланă. Çÿлерех илсе панă тĕслĕхсемпех миçе çыннăн тав сăмахне тивĕç пулчĕ депутат. Уншăн сасăласа урнăна бюллетень янисем пĕрре те йăнăшман иккен.
Кивĕ Ахпÿртре çуралса ÿснĕ Валерий. Ытти юлташĕсемпе пĕрле çерем çинче сахал мар футболла вылянă. Ачаранах лартнă тĕллеве пурнăçлама юратнипе палăрса тăнă. Кирек хăш ĕçе те вĕçне çитернех вăл. Ашшĕ-амăшĕпе, тетĕшĕпе, аппăшĕпе юнашар хирте сахал мар сухан севок йăранĕсене çумланă. Çуллахи шăрăх çанталăкра çамкаран юхакан тар çине ларнă тусана çанă вĕçĕпе шăлса илсе питне тасатнă. Ачаранах çăкăр тутине туйнă. Паянхи кун савăнать те çакăншăн. Нихăш ĕç те хăратмасть ăна.
Вăтам шкул хыççăн çар службинчи хăнăху çан-çурăма тата тĕреклетме пулăшнă. Çамрăкранах ашшĕпе пĕртăван тетĕшĕн ĕçне килĕштернĕ вăл. Милиционер пулма шутланă. Унăн карттусне сахал мар тăхăнса пăхнă. Çири салтак тумне вара милициннипе улăштарнă.
20 çул сисĕнмесĕр иртнĕ. Йĕрке хура-лĕнчи тивĕçлĕ ĕçшĕн панă Хисеп грамотисем сахал мар унăн. Хăйĕн пултарулăхне курах шалти ĕçсен пайĕнче тивĕçлĕ канăва тухнă хыççăн Патăрьелĕнчи акционерсен хупă пĕрлешĕвĕнче çичĕ çул директор çумĕнче ĕçлет. Кунта çакна каласа хăварни те вырăнлă пулĕ. Çак хушăра вăхăтĕнче кĕр кĕрлесе тăнă хуçалăхсем юхăнса пынăран ĕçсĕррисем миçен хÿтлĕх тупнă-ши тата ун çумĕнче.
Чăн-чăн арçын хăй ĕмĕрĕнче çурт çĕклет, ача-пăча çитĕнтерет, йывăç лартать теççĕ. Валерий Феоктистович çак утăмсене утăмласа пырать. Уйрăлса тухса çурт лартнă çемье. Мăшăрĕпе, Ирина Ивановнăпа, икĕ хĕр çитĕнтереççĕ. Оксана кооператив институтĕнче пĕлÿ пухать. Настя Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулăн çиччĕмĕш класĕнче вĕренет.
Çынна малашне те ырă тăвас шухăш-ĕмĕчĕ пурах унăн. Ăна тĕп ĕçĕпе çыхăнтарса илсе пыма та пултарать. Çакна палăртса халăх шанăçне тÿрре кăларма май паракан тĕллевĕсене пĕлес килчĕ. Хĕвел тухăç еннелле шухăшлăн пăхса тăракан депутат манăн ыйтăва çурхи ăшă евĕр сăпайлă йăлтăр кулăпа “пурнăç хăех кăтартса пырать” тесе хуравларĕ.
А. АСТРАХАНЦЕВА.